Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паллă çынсен вилтăприсене курас текенсем Хусанта нумай

Хусанта паллă çынсене пытарнă вырăнсен туризмне аталантарас шутлă. Вырăнтисемпе хăнасемшӗн кăсăклă вăл. Кун пек туризм тӗнчере те, Раççейре те çӗнӗлӗх мар. Мускавра, тӗслӗхрен, Ваганьково, Новодевичево масарӗсене экскурсисем йӗркелеççӗ. Хусан та ку енӗпе кая мар, Ар тата Кивӗ Тутар масарӗсенче канлӗх тупнă паллă çынсем нумай пирӗн.

Тӗнчипе палăрнă математик Николай Лобачевский, Александр Арбузов академик, герой-летчик Михаил Девятаев тата ыттисем, çав шута 17 томлă чăваш словарӗн авторӗ Н. И. Ашмарина, «Хыпар» хаçата йӗркеленӗ Н. И. Никольские те кӗртмелле.

Леонид Абрамов историк, таврапӗлӳçӗ çак кунсенче хула думин сессийӗнче пӗлтернӗ тăрăх, 10 çул ӗнтӗ хула çыннисемпе хăнасене масарсенче кăтартса çӳренине каланă. Туристсене ытларах XVIII ӗмӗр çуррисенче йӗркеленнӗ Ар масарӗ интереслентерет иккен.

Анчах Хусанти Ритуаллă тивӗçтерӗвне йӗркелессипе ӗçлекен Марат Ишкин сăмахӗпе, хăш-пӗр паллă çынсен вилтăприсем юхăннă. Паллă çынсене пытарнă вырăнсене туризм йӗркелени ку ыйтăва татса парасса шантать вăл, калăпăр вилтăприсене предприятисемпе организацисем, вӗрентӳ заведенийӗсем шефа илсен. Кун пек практика пур пирӗн, Г.Камал театрӗ — Кивӗ Тутар масарӗнчи, Качалов театрӗн артисчӗсем Ар масарӗнчи культура çыннисен вилтăприсене тирпейлеççӗ. Чăвашсем те Н. И. Ашмарин вилтăприне юхăнма памаççӗ. Çавăнпа паллă çынсене пытарнă вырăнсен туризмӗн шухăшӗ япăх мар пек.
(Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗнче Е.Турхан чăваш çамрăкӗсем Ар масарӗнче).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество