Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патриота пӗчӗкрен ӳстермелле

Ытларикун Хусанти Тутарстан Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Татарстан — Новый век» (ТНВ) — «Татарстан — Яңа гасыр» — «Тутарстан — Çӗнӗ ӗмӗр» Республикăри обществăлла юхăмăн Аслă Канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Ăна ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, «ТНВ» Аслă Канашӗн председателӗ Фарид Хайруллович Мухаметшин уçрӗ. Çамрăксенче патриотизм туйăмне аталантарасси пирки ытларах калаçрӗç ларура. Республикăри ведомствăсенчен килнисем те хăйсен доклачӗсенче çакăн çине пусăм турӗç.

Фарид Хайруллович ларăва уçнă чухне паянхи çивӗч лару-тăрура, цифрăллă технологисен аталанăвӗн условийӗсенче ачаран патриотизм воспитанине парасси уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăни çинчен каларӗ. Раççейӗн патшалăх наци политикин стратегийӗнчи «Пӗтӗм Раççейӗн гражданла пӗрпеклӗхӗ» тата «гражданла ăс-тăнӗ» ăнланусем этем патшалăхпа, обществăпа тачă çыхăннине, çӗршыв шăпишӗн яваплăха хăй çине илнине, гражданла правасемпе тивӗçсене тытса пынине тата Раççей обществи никӗсленсе тăракан ăс-хакăл пуянлăхне тӗпе хунине пӗлтереççӗ.


ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ ача патриот пулса ӳснинче çемье ролӗ пысăк пулни çинчен каларӗ: «Енчен те ача тӗрӗс воспитани илмен пулсан çитӗнсен те вăл хăй ирӗкӗпе суйлава каймасть, мӗншӗн тесен çӗршыв умӗнче яваплăх туймасть. Çавăнпа çемьене пулăшу памалла, амăшне, ашшӗне тата ачалăха хӳтӗлемелле», — тесе вӗçлерӗ вăл сăмахне.


Шкулта «Разговоры о важном» уроксенче гражданлăх тата патриотизм ыйтăвӗсене çӗклеççӗ. ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Мунибаровна Асадуллина хăйӗн докладӗнче çакăн çинчен каларӗ, патриотизм темине малалла аталантарчӗ — фашизма героизацилемелле марри çинчен астутарчӗ.
Обществăлла юхăмра тăрăшулăх кăтартнисене Фарид Мухаметшин Тав хучӗсем, Хисеп хучӗсем парса малашне те хастар пулма хавхалантарчӗ.


ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Данилович Натфуллин ăс-хакăл пӗрлӗхӗпе мораль принципӗсене тӗпе хурса ӗçлемелли çинчен каларӗ. Республикăри культура учрежденийӗсем ку тӗлӗшпе тунă ӗçсем çинчен каласа пачӗ, Тутарстанри нацисен килӗшӗвне тытса пырас тӗллевпе ирттерекен мероприятисене аса илчӗ.


ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Айгуль Азатовна Сабирова доклачӗ кăçал тунă ӗçсем çинчен калакан отчет пек пулса тухрӗ. Паллах, патриотизм темипе ирттерекен мероприятисене анлăн çутатрӗ вăл. Ачасене, çамрăксене гражданла ăнлану парассипе çыхăннă ӗçсене йӗркелесе пыма «Çамрăксен политикин аталанăвӗ» патшалăх программи пулăшни куçкӗрет. Çамрăксемпе ӗçлекенсем çӗнӗ формăсем шыранине те каласа пачӗ. 
«ТНВ» юхăмӗн 2023 çулта тунă ӗçӗсене Ӗçтăвком председателӗ Алсу Тарханова тӗплӗн аса илчӗ.


Раççей Геройӗ Расим Баксиков, «Тутарстан Республикин флочӗ» генеральнăй директорӗ Роман Лизалин, Çӳлту районӗнче пушара вăхăтра асăрхаса сӳнтерме пулăшнăшăн «Çамрăк Герой» медальпе наградăланă Тамерлан Зарипов, ТР Раисӗн администраци пуçлăхӗн çумӗ тата Департаментăн шалти политика ыйтăвӗсен енӗпе ертӳçи Руслан Мухарлямов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, профильлӗ министерствăсенче ӗçлекенсем «ТНВ» юхăмăн территорисенчи уйрăмсен канашӗсен председателӗсем, çамрăксен секторӗсен ертӳçисем тата «ТНВ» юхăмăн зонăсенчи координаци канашӗсен председателӗсем пулчӗç ларура.



Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев