Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн çӗршыври банксем тӗреклӗ, вӗсене Тӗп Банк пулăшать

Раççейри тата Тутарстанри банк системисем хальхи вăхăтра экономикин шанчăклă тата тӗреклӗ секторӗсем. Çӗршыври коммерци банкӗсен çирӗплӗхне Раççей Центробанкӗ тимлӗн контрольлесе тăрать.

Çакăн çинчен ТР Общество палатин экономика ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комисси председателӗ Айрат Гимадутдинов пӗлтернӗ. Вăл палăртнă тăрăх, биржа кăтартăвӗсем «сиккеленӗ» вăхăтра банксенче пухăннă укçана кăларма тăрăшни – объективлă йышăну мар. «Унтан-кунтан килнӗ сас-хурана ӗненме кирлӗ мар, паника яланах финанс çухатăвӗсем патне илсе çитерет. Официаллă информаципе усă курса лару-тăрăва лăпкăн анализламалла. Ыйту харкам çын финансӗсене пырса тивнӗ вăхăтра шухăшламасăр утăмсем тумалла мар», – тесе шутлать эксперт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев