Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖР КУН ЭКОЛОГИ МИНИСТРӖПЕ

Августăн 24-мӗшӗнче ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви журналистсем валли семинар ирттерчӗ. Ăна университетри пӗр вӗренӳ кунӗпе танлаштарма пулать пулӗ, информаци калăпăшне шута илсен ытларах та. Семинара экологи министрӗ Александр Шадриков хăй йӗркелесе ертсе пычӗ. Ведомство мӗн енӗпе, мӗнле ӗçленине  питӗ те тӗплӗ ăнлантарса уçса пачӗ. Александр Валерьевич пӗрремӗш аслă пӗлӗвӗпе вӗрентекен пулни çакăнта палăрчӗ пулӗ. 

«Шкул, унтан университет пӗтерсен, патшалăх экзаменӗсене тытсан, ну, малалла ӗнтӗ çăмăл пулать тесе шутлаттăм. Çук иккен, паян кунччен мӗне те пулин вӗренме,тӗрӗссипе, пурнăç тăршшӗпех вӗренме тивет. Анчах ку интереслӗ. Малалла вӗренни, çӗнни сана маларах пӗлни çине те урăхла, урăх енчен пăхма май парать, – терӗ министр журналистсене мӗн тӗллевпе пуçтарнине ăнлантарса. – Экологин ăнлавӗ пысăк. Тӗрӗссипе, вăл пире пурсăмăра та пӗрлештерсе тăрать. Эпир пурте Çӗр чăмăрӗ çинче пурăнатпăр. Вăл та этем пекех чӗрӗ организм. Çын чирлесен мӗн тăвать? Тухтăр патне каять. Чиртен сипленес тесен тӗрӗс диагноз лартма пӗлмелле. Экологипе те çавах. Çутçанталăкри кăлтăксем мӗншӗн, мӗнле сăлтава пула пуçланса кайнине тӗрӗс палăртма пӗлмелле. Ку экологи тивӗçӗ». 

Александр Шадриков ведомство ӗçӗн тӗп задачисен шутне çутçанталăк ресурсӗсемпе объекчӗсем пирки, пулнă проблема тавра тӗрӗс даннăйсем пухассине кӗртрӗ. Ку малашнехи ӗçе палăртма, проблемăна татса пама кирлӗ. Çавна май ТР, РФ Наукăсен академийӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ те. 

Александр Шадриков палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче республика гражданӗсенчен çырусемпе çăхавсем сахалрах килме пуçланă. Ку предприятисем ведомствăпа çыхăнса ӗçлеме пуçланинчен, хăйсен яваплăхне туйнинчен тата, паллах, «Экология» нацпроект пурнăçланăвӗнчен те килет. Министр сăмахӗпе, федераллă бюджетран халиччен пӗр теçеткене яхăн миллиард тенкӗ уйăрни пулман. 2022–2024 çулсене «Экология» нацпроект хӳттинче регионри проектсене пурнăçлама 12 332,2 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. Çав шутран 9 966,4 миллион тенки РФ бюджетӗнчен, ытти регион укçи-тенки. 

Семинарта министрсăр пуçне ТР экологипе çутçанталăк министрӗн çумӗсене – Ольга Манидичевăна (экологи енӗпе çумӗ), Ильнур Губайдуллина (çӗр айӗнчи ресурссемпе усă курасси енӗпе), Егор Тарнавские (инвестиципе инновацилле ӗç енӗпе), ТР йӗри-тавралăха сыхлассипе тӗп патшалăх инспекторне Айрат Шигапова итлерӗмӗр. Экологсен интереслӗ ӗçӗ çинчен тепӗр номерте тӗплӗнрех çырса пӗлтерӗпӗр. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев