Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурин юнӗ те хӗрлӗ тӗслӗ

Рустам Минниханов ятарлă çар операцийӗнче мобилизаципе мар, хăй ирӗкӗпе хутшăнакан çынсен ачисене 20-шер пин тенкӗ тӳлеме хушнă.

Украинăри ятарлă çар операцийӗнче Раççей майлă виçӗ тӗрлӗ çын çапăçать. Ку вăл контрактнисем, доброволецсем, мобилизациленнисем. Çӗршыв ертӳçин хушăвӗ тăрăх мобилизациленнисен ачисене кăна тӗрлӗрен льготăсем парăнаççӗ. Калăн СВО-на хутшăнса çӗнтерӗве çывхартакан ытти категорири çынсен юнӗ урăх тӗслӗ. Çак тӗрӗсмарлăха Тутарстанра тӳрлетме шутланă.  

Нумай пулмасть Тутарстан Президенчӗ республика оперштабӗпе граждансен мобилизацийӗпе призыв комиссийӗн пӗрлехи ларăвне ирттернӗ. Канашлура çар çыннисен çемйисене тӗрев парас ыйтăва уйрăм çӗкленӗ. Рустам Минниханов хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗн зонинче кӗрешекен доброволецсен ачисене 20-шер пин тенкӗ тӳлеме поручени панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев