Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путинӑн "ача укҫине" Тутарстанра тӳлеме 6,4 млрд тенкӗ кирлӗ пулать

Анне капиталне илнисем те, илменнисем те тивӗҫеҫҫӗ ҫак пӗр хутчен парӑнакан пособие

Раҫҫей Пенси Фончӗн республикӑри уйрӑмӗ ҫӗнӗ тӳлеве заявленисем тӑрӑх июнӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗ.
Тутарстанри 3-рен пуҫласа 16 тултарман ачасен ашшӗ-амӑшӗсене 10-шар пин тенкӗ тӳлеме пурӗ 6,4 млрд тенкӗ кирлӗ пуласса республикӑри Пенси Фончӗн уйрӑм начальникӗ Светлана Гайдук паян журналистсене пӗлтернӗ.

"Эпир шутланӑ тӑрӑх, ҫак пӗр хутчен парӑнакан тӳлеве республикӑра 640 пин ача илӗ. Ку пӗтӗмпех федераллӑ бюджет укҫисем. Ҫак программӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене тӗрев парас тесе йышӑннӑ", – тесе пӗлтернӗ вӑл.

Палӑртса хӑвармалла, ача кӑҫалхи майӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен 16 ҫул тултарать-тӗк, ӑна 10 пин тенкӗ тӳлемеллех.
Заявленисене патшалӑх услугисен порталӗнче 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    16,17,18 тултарсан веренекен студент ача мар-и?