Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика кунӗнче Хусана Евгений Плющенко, Клава Кока, Агунда Кулаева тата ытти паллă çăлтăрсем килме васкаççӗ

Тутарстан яланхилле Республика кунне сулмаклă кӗтсе илме хатӗрленет. Уяв программи питӗ анлă. Кашни хăй интересне кура кану шыраса тупӗ.

Программăра концертсем, спорт ăмăртăвӗсем, урам фестивалӗсем, куравсем тата ытти мероприятисем. Сăмах май, Тутарстанăн кашни районӗнче Республика кунне халалланă тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ.

Хусанта праçник ирхине 10 сехетре «Урам» экстрим-паркра пуçланать. Кунта экстремаллă спорт тӗсӗсемпе ăмăртусем, ташă батлӗсем иртӗç.

Çак вăхăтрах Горький ячӗллӗ паркра çăмăл атлетикăпа кросс пуçланать. Шахмат юратакансен турнирӗ те çакăнтах йӗркеленӗ.

Кабан кӳлли çыранӗнче кăнтăрларан пуçласа «Милли кием» халăх костюмӗсен фестивалӗ пуçланать. Унта кашни хутшăнма пултарать. Паллах, эсир наци тумӗпе килнӗ пулсан.

Концерт курма юратакансене 13.30 сехетре Г.Камал театрӗ умӗнче кӗтеççӗ. Çакăнта «Безнен заман» ӗçлекен çамрăксен фестивалӗн гала-концерчӗ тытăнать. Çак вăхăтрах «Уйнагыз, гармуннар! – Играй, гармонь›» республика конкурсӗн флешмобӗ пуçланать. Музыкантсемпе артистсем юрласа тӗп урамсемпе Майăн 1-мӗшӗ тӳреме çитиччен утӗç. Парада республикăн тава тивӗçлӗ артистки Ильсия Бадретдинова ертсе пырӗ.

14 сехетре Хусан ипподромӗнче ут спорчӗн ăмăртăвӗсем тытăннипе пӗрле уяв концерчӗ пуçланать.  

15 сехетре Хусан Кремлӗнче «ДэртФэст» хальхи тутар культурин фестивалӗ пуçланать. Ӗлӗкрех эпир ăна «ТатКультФест» пек пӗлеттӗмӗр. Йӗркелӳçи те халӗ Культура министерстви мар – Çамрăксен министерстви. Кунта çамрăк тутар музыканчӗсен творчествипе паллашма май пулӗ. Концертсем Йышăну вырăнӗсенче иртеççӗ.

Унсăр пуçне çакăнта тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма май пулӗ тата тутар тумӗн хальхи модипе паллашма та. Фестивалӗн çӗнӗлӗхӗ – ача-пăча площадки. Пӗчӗк куракансем Апуш студи хатӗрленӗ «Абау» спектакль курса киленме пултараççӗ. Паллах, ӗнтӗ «ДэртФест» фестиваль «Созвездие-Йолдызлык» çăлтăрӗсемсӗр иртмӗ.

Республика кунӗн чаплă сюрпризӗ – тӗнчипе паллă фигуристăн, Олимп чемпионӗн Евгений Плющенкăн команди хатӗрленӗ шоу. 13 тата 18 сехетре ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисем «Союз чемпионов» командăн шоуне «Татнефть Аренăра» курма пултарӗç. Çар çыннисен ачисемшӗн вăл тӳлевсӗр пулать. Евгений Плющенко командине ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăй чӗнсе илнӗ.

Каç енне Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнче Александр Сладковский йӗркеленӗ «Казанская осень» опера фестивалӗ тытăнать. Çакăнта тӗнчипе паллă опера юрăçисен Агунда Кулаевăпа Алексей Татаринцевăн тата ытти юрăçсен пултарулăхӗпе паллашма пулать.

Çамрăксем валли каçхи концерт программи интереслӗ пулӗ. Хусана паллă юрăçсем Клава Кока тата JONY килесси паллă.

Республика кунӗ Казанка Набережнăйӗнче чаплă салютпа вӗçленет.

Çывхарса килекен Республика кунӗпе сире пурне те, туссем! 

Салават Камалетдинов, Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗсем, «Татар-информ». 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День республики день города