Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри ветеринарсене çӗнӗ автомобильсем пачӗç

Ӗнер Тутарстан Премьер-министрӗ Алексей Песошин республикăри ветеринарсене çӗнӗ автомобильсен уççисене панă. Церемони Хусанти «Корстон» комплекс умӗнче иртнӗ.

ТР Правительствин пуçлăхӗ агрокомплексра пурте кал-кал ӗçленипе пирӗн республика çӗршыври ытти регионсен хушшинче ял хуçалăх енӗпе малта пыракансен шутӗнче пулнине палăртнă. Ку сферăра веçех йӗркеллӗ пулни ветеринари служби ăнăçлă ӗçленинчен те нумай килет, паллах. Ветеринарсен ӗçӗсӗр выльăх-чӗрлӗхе ăнăçлă ӗрчетме, паха продукци туса илме май çук.

Алексей Песошин каланă тăрăх, хальхи ветеринари врачӗсемпе фельдшерӗсен паянхи кун иртнине туллин тивӗçтермелле – хăйсен ӗçӗн профессионалӗ, компетентлă тата принциплă специалистсем пулмалла, аякри ялсене те вăхăтлă çитсе пулăшу пама пултармалла. Çакна тума шăпах çӗнӗ автомобильсем пулăшӗç те.

Республикăри ветеринари учрежденийӗсене ӗнер 30 автомобиль пачӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Правительствин пресс-службин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев