Саврăшпуçӗнче хоккей площадки уçăлать
Ачасеннинчен ытларах пăр çинче ытларах ярăнакан аслисен сассисем илтӗнеççӗ
Саврăшпуç ачисем Савгачевори вăтам шкула вӗренме çӳреççӗ. Унта шкул çумӗнче хоккей площадкине тунă. Шкул пӗлтӗр 500 пин тенкӗлӗх хоккей командин амуницийӗсене илме пултарни çак хӗллехи спорт вăййин чапне таврара тата та сарнă.
Саврăшпуçра хоккейла амуницисемсӗрех, ӗлӗкрен вылянă. Пăр шăнакан хӗлсенче çырмара яланах каток туса хатӗрленӗ. Анчах çитӗннӗ çынсен каçпа, килте ӗç пӗтсен кăна выляма вăхăт пур. Çырма хӗррине çутă тăсма вара хӗнтерех. Çавăнпа Владимир Егоров педагогăн çурчӗ çумӗнчи пушă планта ашшӗ-амăшӗсем хоккей площадки тума йышăннă та. Бортсем тума вырăнти лавккасен хуçисем пулăшнă, хапхисем – киввисем те юраççӗ.
Площадкăн пăрне çӗнтесе кăна тăраççӗ, вăл хăвăрт юрăхсăра тухать. Мӗншӗн тесен вăйă шăв-шавӗ çурçӗрчченех пырать. Ачасеннинчен ытларах пăр çинче ытларах ярăнакан аслисен сассисем илтӗнеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев