Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шулӗксем Патшалăх услугисем урлă çынсене QR-кодсемпе улталамалли çӗнӗ схема шутласа кăларнă

Çакăн çинчен Раççейӗн цифра министерстви хыпаралать. Ведомство кăтартăвӗсемпе, шулӗксен схеми онлайн-банкинга кӗмелли схемăпа пӗрешкел

«Мошенниксем Патшалăх услугисенчи учет записӗн парольне тӗпчесе пӗлме тăрăшаççӗ, вӗсем çапла майпа аккаунта вăрласшăн. Личный кабинета кӗнӗ чухне вӗсем çыннăн телефонӗн номерне çырса хураççӗ, ăна шăнкăравлаççӗ те SMS-çырура килнӗ кода калама ыйтаççӗ», – тенӗ министерствора.

Унтан шулӗксем порталта çӗнӗ пароль çыртараççӗ те унăн «хуçисем» пулса тăраççӗ, аккаунтăн чăн-чăн хуçи унта кӗреймест.  Ку чухне QR-код шăнкăравламалли сăлтав пек çеç усă курăнать, мӗншӗн тесен хальхи вăхăтра ăна усă курасси анлă сарăлнă. Вакцинаци туни çинчен е коронавируспа чирлесе ирттерни çинчен калакан QR-код учет записӗнче хăех тухать, ăна нимӗнле те çирӗплетни кирлӗ мар.

Патшалăх услугисенчи аккаунта кӗмелли çула уçнă хыççăн шулӗксем çынна чылай йывăрлăха кӗртме пултараççӗ. Вӗсем персоналлă даннăйсене сутма пултараççӗ, е çын ячӗпе кредит илме, е куçман пурлăхне сутса яма.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев