Шупашкарта Республика Кунне икӗ кун уявлӗç
Тӗп Акатуй каллех Театр умӗнчи асфальт çинче иртет пулмалла.
Июнӗн 23-тата 24-мӗшӗсенче 550 çул тултаракан Шупашкар хăнасене йышăнӗ. Чăваш наци конгресӗ те çак кунсенче регионсенчи чăваш обществисен ертӳçисене тата фольклор ансамблӗсене Акатуя пуçтарать.
Июнӗн 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Пӗтӗмраççейри ачасен «Легендăсем, Юмахсем, Преданисем» фольклор фестивалӗ иртет. Ун хыççăн Чăваш Республикикнчи культурăпа кану учрежденийӗсенче ӗçлекенсем пултарулăхне кăтартӗç. «Пурăн« чечеклен, Чăваш Ен» ятлă гала-концерт кăтартӗç вӗсем.
Шупашкарти юрă-ташă коллективӗсем те пултарулăхне «Юратнă Шупашкар хули» ятлă концерт кăтартӗç. Вӗсем хыççăн тин чăваш эстрадин артисчӗсем тухӗç урамри сцена çине. Чăваш эстрадине Раççей эстради улăштарӗ. Çак концертсем «Асамат» ятлă фейерверксен фестивалӗпе вӗçленӗç.
Шӗкӗр хулари ытти площадкăсем те пушă тăмӗç. Çак кун Чăваш наци конгресӗ регионсенчи чăваш лидерӗсемпе пӗрле канашлу ирттерме палăртнă. Унта Чăваш Республикин ертӳçисем те хутшăнма пултарни паллă. Июнӗн 23-мӗшӗнче Республика Кунне Улатăрта, Сӗнтӗрвăрри районӗнче анлăн уявлӗç.
Июнӗн 24-мӗшӗнче Анне палăкӗ умӗнче «Раççей çăлкуçӗсем» фестивале тата Акатуя хӳтшăнакансен пӗрлешӳллӗ хорӗ «Чăваш ен Раççей чӗри вырăнӗнче» концерт кăтартӗ. Çавăнтах Чăваш Республикин купăсçисем ăсталăх кăтартса ăмăртӗç.
Пӗтӗмчăвашсен VII Акатуйӗ Хӗрлӗ лапамра, пӗлтӗрхи вырăнтах иртет пулмалла. Сцена çинчен ЧР районӗсемпе хулисем саламлӗç, «Раççей çăлкуçӗсем» фестивале хутшăнакансен «Халăхсен туслă кăшăлӗ» гала-концерчӗ те драмтеатр умӗнчех пулать. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев та пухăннисене çакăнта саламлӗ. Вăл «Русь мастеровая» конкурсра çӗнтернисене Пуçлăх парнине парӗ. Унтан каллех концерт пулать тата фейерверк кăтартӗç.
Акатуй – юлташсене тӗлпултаракан уяв. Пурте савăнма килеççӗ Шупашкара. Кăçал Хусанти «Салам» ансамбль те пултарулăхне кăтартӗ суха праçникӗнче.
Пӗлтӗрхи уявра Хӗрлӗ тӳремре питӗ шăрăх пулчӗ. Асфальт хӗрсе çитнӗрен, çил çукран, пуçлăхсем калаçнине нумай вăхăт хушши итлесе тăма тивнӗрен Акатуя хутшăнакансем аптăрама пуçланăччӗ. Кăçал мӗнле пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев