Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрме утарçăсен фестивальне ирттерме хатӗрленет

Августăн 14-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере «Пыл сăпасӗ – 2022» фестиваль иртет, ăна Иван Казанков пуçарăвӗпе ирттереççӗ.

Фестивальте пыл ярмарки, пылран тунă пылак çимӗçсене хатӗрлекенсен, утарçă тӗпелӗсен, «Ылтăн вӗлле хурчӗ» костюмсен конкурсӗсем пулаççӗ. Уява йӗркелекенсем унта ремесласен ăстисемпе фольклор ушкăнӗсем те килсе çитессе кӗтеççӗ.

Фестивалӗн программине кӗрекен мероприятисене хутшăнас тесен августăн 8-мӗшӗччен Элкел районӗн ял хуçалăх управленине (Robert.Gadiev@tatar.ru) ирӗклӗ формăпа заявка памалла. Утарçăсем пыл сутакансен ярмаркинче хутшăнас тесен  89586275576 телефонпа çыхăнмалла. Ал-çӗç ăстисен ярмаркинче хутшăнас тесен 89375716869 телефонпа çыхăнмалла. Электронлă почта Larisa.Davydova@tatar.ru.

Хушма информацине 89278500964, 89872826108; 89061104515 телефонсемпе илме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев