Шкулсенчех учительсене хатӗрлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенчех учительсене хатӗрлӗç

Тутарстанри шкулсенче 368 педагогика класӗ уçăлнӑ, вӗсенче 5 пин ытла ача вӗренет. Кун пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.

«Çапла вара, çак профильлӗ классене уçнипе вĕрентекенсене хатӗрлесси шкултан пуçланать», — тенӗ министр.

Çав вӑхӑтрах вӑл вӗрентӳ тытӑмӗн тӗллевӗ — экономикӑн пур отраслӗ валли те специалистсем хатӗрлесси пулнине те палӑртнӑ.

«Кӑçал çавӑн пекех инженери, аэрокосмос, аграри, физикӑпа математика, химипе биологи класӗсем те уçӑлчӗç. Универсаллӑ классем те пур», — палӑртнă Ильсур Хадиуллин.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, шкулта специалистсем хатӗрлес ӗçе учительсемсĕр пуçне, ӗçпе тивĕçтерекенсем те хутшăнаççӗ.

Сăнӳкерчĕк mon.tatarstan.ru сайтран.

 

 


Образование

Нет комментариев