Тата тепӗр терминал
2025 çулта Хусан аэропортӗнче çӗнӗ терминал тума тытăнаççӗ
2025 çулта Хусан аэропортӗнче çӗнӗ терминал тума тытăнаççӗ. Кун пирки аэропортăн генеральнăй директорӗ Сергей Романцев пӗлтернӗ.
Çӗнӗ терминалăн проектне 2024 çул вӗçленнӗ çӗре хатӗрлесе çитереççӗ. Çакăн хыççăн патшалăх экспертизине иртсен строительство пуçланӗ. Çӗнӗ терминал уçни Хусанта çулталăкра 6,5 миллион пассажира иртме май парӗ.
Проект хатӗрлеме 669 миллион тенкӗ уйăрнă, 2023 çул вӗçлениччен çак ӗçе тăвакан компание суйласа палăртаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-инфо» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев