Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан шкулӗсем çӗнӗ çултан çӗнетнӗ информаци системинче ӗçлеме пуçлаççӗ

Тутарстан шкулӗсем 2024 çулхи январӗн 9-мӗшӗнчен масштаблă модернизаци тунă хыççăн «Тутарстан Республикин электронлă вӗрентӗвӗ» патшалăхăн çӗнетнӗ информаци системинче ӗçлеме пуçлаççӗ.

Платформăна «Мускав электронлă шкулӗн» электронлă журналсемпе дневниксен компонентне кӗртеççӗ. Кун пирки журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ. 


Министр сăмахӗсемпе, «Тутарстан Республикин электронлă вӗрентӗвӗ» системăна 2009 çултах хута янă, паянхи куна вăл питӗ кивелнӗ, ăна тӗпрен çӗнетме вăхăт çитнӗ. 


«Çӗнетнӗ чух „Мускав электронлă шкулӗн“ сервисӗсемпе усă куратпăр. Унта çӗнӗ направленисемпе опцисем питӗ нумай. Вӗрентекенсене отчетсем пама çăмăлрах пулать малашне — пӗтӗм информаци çав системăра пулӗ»", — тенӗ И. Г. Хадиуллин. 


Декабрӗн 28-мӗшӗччен вара педагогсене çӗнӗ системăпа ӗçлеме вӗрентеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев