Тутарстан ытти регионсене нумай тӗрлӗ продукт параять
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан ытти регионсене нумай тӗрлӗ продукт параять

«Запассем тăрăх, эпир хамăр республикăна кăна мар, кӳршӗ регионсене те тăрантараятпăр. Тутарстанра мӗн пур апат-çимӗç продукчӗсем çителӗклӗ тесе çирӗппӗн калама пулать», – тесе палăртнă ТР ял-хуçалăхпа продовольстви министрӗн çумӗ.

Хабипов сăмахӗсемпе, сахăрпа тата çăнăхпа пулса иртекен шăв-шав – вăхăтлăх пулăм.

«Халăхăн хумханма сăлтав çук. Тăвар, шăрпăк, хуратул кӗрпи туянма васкаса ажиотаж туни усăсăр. Вӗсем Раççейре, уйрăммăн илсен Тутарстанра çителӗклӗ», – тесе палăртнă вăл.

Министр çумӗн сăмахӗсемпе, республикăри икӗ сахăр завочӗ 176 пин тонна сахăр туса кăларнă.


Нет комментариев