Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн нефтегазохими комплексӗ производство хăватне 3,6 процента ӳстернӗ

Ӗнер «Татнефтехиминвест-холдинг» акционерсен пӗрлешӗвӗнче Тутарстанри нефтегазохими предприятийӗсем ку çулăн пӗрремӗш çур çуллăхӗнче еплерех ӗçленине пӗтӗмлетнӗ. Канашлăва Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пынă.

Илсе кăтартнă даннăйсем тăрăх, Тутарстанăн нефтегазохими комплексӗ производство хăвачӗсене 3,6% ӳстернӗ. Çакна нефть уçласа кăларассине, нефтепродуктсем туса кăларассине тата çăмăл автомобильсен покрышкисене туса кăларассине ӳстернипе тума май килнӗ.

Тутарстанăн консолидацилленӗ бюджетне куçарнă отчисленисем 1,7 хут ӳссе 66,9 млрд тенке çитнӗ. Тӗнчери рыноксенче нефть продукчӗсен хакӗсем ӳссе пынине палăртнă канашлура. Çав вăхăтра кăçалхи апрель-май уйăхӗсенче нефтехими продукчӗсен хакӗсем 2021 çулхи иккӗмӗш çур çул шайне çити чакма пуçланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев