Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ГИБДД инспекторӗ пулса ӗçленӗ арçынна тата унăн юлташне судпа айăплаççӗ

Пакун чысне варалакан 81 права сутнă. Пӗтӗмӗшле илнӗ укçасен хисепӗ 1,5 млн тенке çитнӗ. Анчах та следствипе йӗрленекенсем хăйсен айăпне йышăнман

 

Инспектор 40 çулта, унăн каварлă ӗçсем тума пулăшакан юлташӗ 43-ре. Арçынсене тӳрех темиçе статьяпа айăплаççӗ: «Злоупотребление должностными полномочиями», «Служебный подлог», «Получение взятки», «Мелкое взяточничество» тата «Посредничество во взяточничестве». Кун çинчен журналистсене Раççей Следстви Комитечӗн Тутарстанри Следстви Управленийӗн ертӳçин çумӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ.

Следстви палăртнă тăрăх, 2019-2020 çулсенче ГИБДД инспекторӗ саккунсăр водитель удостоверенийӗ туса панăшăн 10 пин тенкӗрен пуçласа 100 пин тенкӗ таранччен илнӗ. Çакăн валли вăл системăна çын правине çухатнă е унăн срокӗ тухнă тесе сведенисем кӗртнӗ. Çавăн пекех экс-полицейский çынсен прависене тивӗçсӗрех хушма категорисем çырса панă. Çав вăхăтра укçа тӳлекенсем автошколăра та вӗренмен, экзаменсем те паман. Водитель удостоверенийӗсене нарколог патӗнче учетра тăракансем те, маларах ӳсӗрле руль умне ларнăшăн прависене илтернисем те сутăн илнӗ. Следстви версийӗпе укçисене çынсем инспекторăн тусӗ урлă панă.

Çапла майпа пакун чысне варалакан 81 права сутнă. Пӗтӗмӗшле илнӗ укçасен хисепӗ 1,5 млн тенке çитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев