Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Кӗрхи каникул» профилактика мероприятийӗ пуçланнă

Тăхăр уйăхра республикăра 16 тултарман ачасем хутшăннипе 331 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ. Вӗсенче 11 ача сарăмсăр вилнӗ, 348-шӗ суранланнă. Ачасене транспортра лартса çӳренӗ вăхăтри авариллӗх уйрăмах сисчевлентерет. Çулталăк пуçланнăранпа ултă ача-пассажир аварире вилнӗ.

«Кӗрхи каникул» пынă хушăра ачасене лартса çӳрес йӗркесене пăхăннине уйрăмах пысăк тимлӗх уйрăлӗ.
Çул-йӗр правилисене пăсакан ачасем те автоинспекторсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймӗç. Рейдсем ЮИД отрячӗсемпе, педагогсемпе, ашшӗ-амăшӗсен комитечӗсемпе, граждансен пуçаруллă «Родительский патруль» тата «Отцовский патруль» ушкăнӗсемпе пӗрле иртӗç.

Кун хăвăрт кӗскелнине тата çут çанталăк условийӗсене пула çул-йӗр лару-тăрăвӗ улшăннине шута илсе, Тутарстан Республикинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекен тата çул хӗррипе утакан мӗн пур çынна питӗ тимлӗ тата асăрхануллă пулма ыйтать, çутă тавăракан элементсемпе усă курма сӗнет.
«Кӗрхи каникул» профилактика мероприятийӗ ноябрӗн 6-мӗшӗччен пырӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев