Тутарстанра офтальмологи центрӗ уçăлать, анчах халех мар-ха
Куç чирӗсене сиплекен офтальмологи центрне Тутарстанра уçас шухăш тахçанах пур. ТР Сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Ильдар Фатихов кун çинчен ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налогпа финанс комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.
Тӗрӗссипе, Хафиз Миргалимов депутатăн: «Тутарстансен тата хăçанччен Шупашкарти офтальмологи центрне чупмалла?» – текен кăмăлсăр ыйтăвне хуравланă чиновник. «Плансем пур. Тен, паян калаçмастпăр кун çичен... Офтальмологи больницине аталантарма планлатпăр эпир, кун çинчен çитес вăхăтра пӗлтерӗпӗр», – тенӗ вăл.
Ильдар Фатихов сăмахӗпе, планпа куçа операци тума кӗтекенсем нумай, çапах бюджетран хушма укçа уйăрнипе вӗсен список кӗскелет. Сăмах та çук, кун пек объект кирлех, çапах та укçа ыйтăвӗ чăрмантарать. Сывлăх сыхлав министерствин планӗнче çаплах Çырчаллинче кардиодиспансер лартасси те пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев