Тутарстанра ял хуçалăх ярмаркисем сентябрӗн 10-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçлаççӗ
Хуласемшӗн кирлӗ ял хуçалăх ярмаркисем сентябрӗн 10-мӗшӗнче пуçланса декабрӗн 24-мӗшӗччен пырӗç. Çакăн пек распоряжение республикăн Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пусса çирӗплетнӗ.
«Муниципаллă йӗркеленӳсем уйăрнă ятарлă территорисенче ТР Ял хуçалăх тата продовольстви министерстви сӗннипе эрнесерен ял хуçалăх продукцийӗпе куллен кирлӗ таварсене сутмалли ярмаркăсем йӗркелес», - тенӗ документра.
Тутарстанри Ял хуçалăх тата продовольстви министерствипе районсен пуçлăхӗсем ярмаркăсен лаптăкӗсене ял хуçалăх продукцине илсе кӗрессине тимлемелле. Выльăх-чӗрлӗх продукцине сутнине ТР Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн специалисчӗсем тишкерсе тăрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев