Техникумсемпе коледжсенче вӗренсе пӗтерекен 18 тултарнă студентсене диплом илнӗ çӗрех повестка килсе парасси те йăлана кӗрсе пырать пулмалла
Срочниксене ятарлă çар операцийӗ иртнӗ çӗре ăсатмаççӗ пулин те хӗсмет ретне çӗршыв ытларах салтак тăратасшăн. Тутарстанран командăсене Чулхула, Свердловск, Мускав, Омск, Ленинград, Псков, Киров, Ульяновск, Новосибирск, Челябинск, Аçтăрхан облаçӗсене ăстатаççӗ. Ăшă енне каякансем те пур, тӗслӗхрен Краснодар крайӗпе Крым Республики татат Белгород облаçӗ.
ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин сăмахӗсемпе контракт хӗсметне илесси те хăй йӗркипе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстан çар чаçӗсене 700 контрактник ăсатнă.
ТР Çар комиссариачӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев