Тутарстанри шкул ачисенчен 3860-шӗ вӗренӳре чăваш чӗлхине суйласа илнӗ
Çакăн çинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ
«Шкул ачисенчен 63,34 проценчӗ тутар чӗлхине суйласа илнӗ, 33,33 проценчӗ – вырăс чӗлхине. Вӗренӳ чӗлхине суйласа илесси пирки ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем суйлав тăваççӗ. Кунта проблемăсем çук», – тенӗ Вӗрентӳпе наука министерствин пуçлăхӗ.
«Родной язык и литературное чтение на родном языке» тата «Родной язык и литература» предметсемпе 289 175 шкул ачи тутар чӗлхине вӗреннӗ, 161 288 ача – вырăс чӗлхине. Унсăр пуçне 3860 шкул ачи вӗренӳ валли чăваш чӗлхине суйласа илнӗ, 1040-шӗ удмурт чӗлхине, 694-шӗ иврита, 465-шӗ мари чӗлхине, 39-шӗ мордван (мăкшăпа ирçе чӗлхисене), 8 вӗренекен – пушкăрт чӗлхине суйласа илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев