Тутарстанри шкултан вӗренсе тухакан 53 пин ачашăн юлашки шăнкăрав янăранă
Майăн 24-мӗшӗнче республикăн вӗрентӳ министрӗ Ильсур Хадиуллин Хусанти 139-мӗш гимназире «Юлашки шăнкăрав» уявӗнче хăнара пулнă
«Паян уяв, çавăнпа та сире ăнăçу сунас килет. Сирӗн умăрта мӗн пур çулсем уçăлаççӗ. Пурнăçăрта тӗрлӗрен тӗрӗслевсем пулма пултарӗç. Эсир йывăрлăхсене чăтаякан пулăр, аçăр-аннӗрсене юратăр, хăвăрăн вӗрентекенӗрсене ан манăр. Учительсем вӗт инвесторсем пекех сире пӗлӳсем, ырлăх, хăйсен чунӗн пӗр пайне панă. Сирӗнпе аçăр-аннӗрсем тата вӗрентекенӗрсем мăнаçланччăр тесе тăрăшăр», - тесе пилленӗ шкултан вӗренсе тухакансене Вӗрентӳпе наука министерствин пуçлăхӗ.
Хадиуллин палăртнă тăрăх, Тутарстанри шкултан вӗренсе тухакансем «чи ăслă та пултаруллă».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев