Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виталий Козлова Павлă районӗнче кăна мар, Тутарстанӗпех пӗлеççӗ

Шупашкарта та паллакансем нумай тăрăшуллă чăваша. Эпир çак çынна республикăри Чăваш наципе культура автономийӗн ӗçӗ-хӗлне пуçарса яракансенчен пӗри тесе хисеплетпӗр.

Вăл чăнах та çапла. 1990 çулсен пуçламăшӗнчех хастар тытăнчӗ вăл чăваш чӗлхипе культури пуçне çӗклеччӗр тесе тăрăшма. Пӗччен мар, паллах, пӗр шухăшлă юлташсемпе. Анчах пӗччен те ушкăн тумалли ӗçсене турӗ. Паянхи кун виçипе ун чухнехи ӗç-пуçа хак пама çăмăл-тăр, тен. Паян Халăхсен Ассамблеин филиалӗсем, районсенчен Туслăх Çурчӗсем пур. Патшалăх ӗçлеттерет вӗсене. Совет Союзӗ арканнă хыççăн наци политики юлашки вырăнтаччӗ, тен çавăнпах тӗрлӗрен хирӗçтăрусем çӗкленкелерӗç. Администрацисенче халăхсене кирлине тивӗçтересси пирки шутласшăн мар, вӗсен ытти çивӗч ыйтусене татса памалла. Миçе сăнă хуçман-ши халăх лидерӗсем пӗрремӗш вырсарни шкулӗсем уçас, ансамбльсем йӗркелес тесе? Калама кăна вӗт! Чăвашла радиопередача, «Сувар» хаçат, педагогика институтӗнче чăваш учителӗсене хатӗрлесси, Хусанти чăваш чиркӗвӗ, Анат Камăри чăваш гимназийӗ – çакă йăлтах чăваш наципе культура автономийӗн малтанхи хастарӗсен тивӗçӗ. Вӗсенчен пӗри шăпах пирӗн хисеплӗ юбиляр – Виталий Николаевич Козлов. 
75 çул тултарнă ятпа ăна Павлă муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Ильяс Гузаиров саламларӗ. Вăл ТР культура министрӗ Ирада Аюпова алă пуснă Тав çырăвне вуласа пачӗ. ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев автономипе «Сувар» хаçатăн Тав çырăвне панисӗр пуçне, юбиляра Фарид Мухаметшин алă пуснă ТР Халăхсен Ассамблеин Хисеп хутне те парса чысларӗ. Таврапӗлӳçӗ Евгений Турхан Виталий Козлова Чăваш халăх академийӗн Аркадий Айдак ячӗллӗ орденӗпе наградăларӗ. Лениногорскран, Уруссуран, ытти хуласенчен килнӗ хăнасемпе тăванӗсем те Виталий Николаевича ăшшăн саламларӗç. «Сувар» хаçат редакцийӗ те çак саламсем çумне хушăнса ырлăх-сывлăх сунать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев