Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хоспис вăхăтра уçăлӗ-ши?

Паянхи кун Тутарстанра 20 пин çынна хоспис кирлӗ

Хусанти Пӗртăван Батталовсен урамӗнче 2020 çулта иккӗмӗш хоспис тума пуçланă. Онкологи чирӗсемпе  тата ытти патологипе асапланакансем валли 60 койка вырнаçмалла тăваççӗ ăна . Кунсăр пуçне ачасем валли те 40 вырăнлăх уйрăм хатӗрлеççӗ. Ватă çынсене пăхакан медсестрасен уйрăмне те уçма палăртнă унта. Çӗнӗ хоспис 8 пин тăваткал метр йышăнӗ. Çӗршывра инфляци вăйланнипе хаксем ӳснине пула хоспис тăвас ӗçӗн хăвăртлăхӗ чакнă. Паянхи кун Тутарстанра 20 пин çынна хоспис кирлӗ.

Строительствăна вӗçлеме тата 141 миллион тенкӗ кирли паллă. Тутарстан Главстройӗ 140,96 миллион тенкӗ сӗннӗ, подрядчикăн ку укçапа шалти ӗçсене пурнăçламалла. Укçа-тенке 2023 çултах куçармалла тесе килӗшсе татăлнă.  Строительсем ӗçсене 2024 çулхи декбрӗн 10-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ӗлкӗрӗç-ши? 2024 çул вӗçлениччен уçăлӗ-ши хоспис?

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество