Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта мобилизациленнисем валли гуманитари пулăшăвӗ пухакан пунктсем ӗçлеме тытăнаççӗ

Ноябрӗн 3-мӗшӗнчен «Добрая Казань» фонд пуçарнипе «Тимер» тата «Алга» батальонсенче хӗсмет иртекенсем, вӗсен çемйисем тата Раççей шутне кӗнӗ территорисенче пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пунктсем уçăлаççӗ.

Хусанти Горьковское шоссе, 53а çуртра вырнаçнă склад – ыркăмăллăх грузӗсене пухса комплектлакан пӗрлехи вырăн пулать. Çак пӳлӗме хулари пӗр бизнесмен тӳлевсӗр уйăрса панă. 
Складра Лисичанскпа мобилизациленнисем валли ăсатмалли япаласене пухса груз пек хатӗрлеме тытăннă ӗнтӗ. Продовольстви тата продовольстви мар таварсене, япала çумалли, çăвăнмалли хими, стройматериалсем, медикаментсем пухаççӗ. «Добрая Казань» паллисемпе пӗрремӗш фурăсене Лисичанска тунтикун ăсатнă. Хусанти ултă организаци ыркăмăллăх пулăшăвӗ пек склада 5 тонна продовольстви кӳнӗ тата 10 тонна стрейч-пленка. 
Склад эрнере ултă кун ӗçлет: тунтикун-эрнекун ирхине 09.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен, шăматкун 09.00 сехетрен пуçласа 14.00 сехетчен.
Çынсене меллӗ пултăр тесе ыран гуманитари пулăшăвӗн пункчӗсем Хусанти тӗрлӗ районсенче уçăлӗç. Пурӗ вӗсем 18 пулӗç. Тăваттăшне суту-илӳ павильонӗсенче вырнаçтарӗç, тата иккӗшӗ – административлă çуртсенчи пӗрремӗш хутра. 12 пункт хулари спорткомплекссенче вырнаçаççӗ. Ыркăмăллăх пулăшăвӗ йышăнакан кашни пункта «Добрая Казань» логотип тăрăх палласа илме пулать. Вӗсене кирек кам та консервăсем, кӗрпесем, макарон, чей, сахăр илсе килме пултарать. Çавăн пекех тум, атă-пушмак, аялти термо кӗпе-йӗм, нускисем (çӗннисене кăна) йышăнаççӗ. Кирлӗ япаласен тулли списокне «Добрая Казань» сайтӗнче çырса пӗлтернӗ. 
Лисичанска ăсатма çири тумтир, атă-пушмак, ача-пăча таварӗсем – ача апачӗ, подгузниксем, канцеляри хатӗрӗсем кирлӗ. 
Пулăшу йышăнакан пунктсем ирхине 10.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен кану вăхăчӗсӗр ӗçлӗç. Пуçтарнă мӗн пур япалана тӗп склада ăсатӗç. Мобилизациленнисене тата вӗсен çемйисене, Лисичанскра пурăнакансене кирлӗ япаласем пирки тӗплӗнрех «Добрая Казань» ыркăмăллăх фончӗн хӗрӳ линийӗн телефонӗпе 558-74-18 ыйтса пӗлме пулать. 
Пулăшу йышăнакан пунктсен адресӗсем:
1.    ул.Адоратского, 12
2.    ул.Ш.Усманова, 1 (Московский рынок)
3.    ул.Копылова, 1а
4.    ул.Гареева, 92
5.    ул.Восстания, 115а
6.    ул.Курская, 10б
Спорт объекчӗсенче вырнаçнă пулăшу йышăнакан пунктсем:
1.    СК «Баско» (ул.Халтурина,3)
2.    СК «Мотор» (ул.Ленинградская, 26)
3.    УСК «Ак Буре» (ул.Вагапова, 17а)
4.    СК «Золотая шайба» (ул.Гаврилова, 48а)
5.    СК «Ватан» (ул.Чуйкова, 8)
6.    СК «Форвард» (ул.Химиков, 40)
7.    Центр бокса и настольного тенниса (ул.Файзи, 2а)
8.    Стадион «Локомотив» (ул.Футбольная,1)
9.    «Тасма» (ул.Гагарина, 56)
10.    Центральный стадион (ул.Ташаяк,2а)
11.    Стадион «Ракета» (ул.Стадионная,1а)
12.    Стадион «Трудовые резервы» (ул.Ершова,7).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев