Ярмаркӑсем кашни эрне шӑматкунсерен апрелӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ
Тутарстанри ял-хуҫалӑх ярмаркисене сутлӑх продукцие ытларах кӳрӗҫ
"Ярмаркӑсенче сахӑр песукне ҫителӗклӗ сутнӑ. Пӗр алла 10 килограм параннӑ. Тепӗр ярмаркӑсенче суту вырӑнӗсене республикӑра акса ӳстернӗ, хатӗрленӗ продукцие ытларах кӳме палтӑртатпӑр», - тесе пелтернӗ ТР ял-хуҫалӑхпа продовольстви министрӗн ҫумӗ Ришат Хабипов.
Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ярмаркӑсенче тӑратнӑ таварӑн сутас хаксен калӑпӑшне те сӗннӗ. Ҫапла, март уйӑхӗнче кайӑк-кӗшӗк ашне пӗр килограмшӑн 160 тенкӗпе, ӗне ашне (тачӑкине кура) - килограмшӑн 400-420 тенкӗпе, сысна какайне - килограмшӑн 280 тенкӗпе, ҫӑмартасене - теҫеткешӗн 80 тенкӗпе, сӗте - литршӑн 40 тенкӗпе, сахӑр песукне - килограмшӑн - 60 тенкӗпе сутма сӗнеҫҫӗ.
Ҫурхи ял-хуҫалӑх ярмаркисем мартӑн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсене Хусанти 15 площадкӑра, Ҫырчаллинчи, Ешӗлварти тата Анат Камӑри 2 площадкӑра йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев