News by date 1 November 2025
-
Пуян культурăпа паллашнă икӗ кун
Октябрӗн юлашки кунӗсенче Хусанта Çурçӗр Казахстан культурин кунӗсем иртрӗç
-
Çӗнӗ уйăхран вăя кӗнӗ улшăнусем
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре законсенчи темиçе пӗлтерӗшлӗ улшӑну вӑя кӗрет. Вӗсем налогсене, СИМ-карттӑсемпе усӑ курассине тата еткерлӗхе пырса тивеççӗ.
-
Аслă Нагаткинри Валерăн черетлӗ медаль!
Октябрӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ «Чăнлă районӗ» Ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн уçă первенствинче те акă питӗ хӗрӳ кӗрешсе хăйӗн виçе категорийӗнче Валера Спиридонов пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.
-
Пенсие кам ӳстерме пултарать?
Пенси виçи миçе çул ӗçленинчен тата мӗн чухлӗ пенси балӗ пухнинчен килет. Çак балсем, сăмахран, ачапа декретра ларнă вăхăтра парăнаççӗ.
-
Çутта тавăракан элементсем машина çапса хăварас хăрушлăха 6,5 (!) хут чакарать
Кӗркуннепе хӗлле кун кӗскелнипе хăвăрт тӗттӗмленет. Шăп çакăн пек вăхăтра çул-йӗр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвӗ çивӗчленет. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре çулсем урлă çуран каçакана водительсем курса ӗлкӗрейменнипе пулакан çул-йӗр инкекӗсен шучӗ ӳсет.