Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Нагаткинри Валерăн черетлӗ медаль!

Октябрӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ «Чăнлă районӗ» Ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн уçă первенствинче те акă питӗ хӗрӳ кӗрешсе хăйӗн виçе категорийӗнче Валера Спиридонов пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.

( Валера Спиридонов  сăнӳкерчӗкре сылтăмра). Чăвашсем вӗсем ăçта пурăнсан та питӗ маттур. Ашшӗ-амăшӗсем кăна мар, ачисем те. Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткин ялӗнчи чăваш ачи, çамрăк патриот, 4-мӗш класра вӗренекен Валера Спиридонов пирки эпир вулакансене çырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. СВОри салтаксем унпа çыхăну тытса халӗ те хавхалантарсах тăраççӗ. Валера вӗсемпе хăйсемпе тӗл пулас ӗмӗтпе пурăнать. Фронтри юлташӗсемпе Çӗнтерӳ хыççăн тӗл пулма калаçса татăлнă вăл. Халӗ вара Валера Спиридонов шахмат тата кӗрешӳ спортӗнчи кашни хăйӗн çӗнтерӗвне вӗсене халаллать.

Октябрӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ «Чăнлă районӗ» Ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн уçă первенствинче те акă питӗ хӗрӳ кӗрешсе хăйӗн виçе категорийӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ Валера. Сăмах май, турнирта чăваш ачисем тата та пулнă. Чăнлă районӗнчи Ирçел, Анат Тимӗрçен (Анатьял), Вăта Тимӗрçен (Кивьял), Кивӗ Улхаш, Покровское тата Аслă Нагаткинран пурӗ 50 ытла çамрăк спортсмен хутшăннă унта.

(Серафим Спиридонов варринче)

Спиридоновсен çемйин пухмачне ку турнир харăсах икӗ медаль хушнă, çитменнине иккӗшӗ те пӗрремӗш вырăншăн. Валерăн шăллӗ, 2-мӗш класра вӗренекен Серафим та кӗрешӗве хутшăннă иккен. Ку унăн иккӗмӗш медаль. Вăл та питӗ маттур ача, тетӗшӗ пекех. Серафим кӗрешӳсӗр пуçне тата шахматпа футбол спорчӗсемпе туслă. Учительсемпе тренерсем ăна питӗ мухтаççӗ. Эппин, Аслă Нагаткин ялӗнчи пӗртăван Валерăпа Серафим Спиридоновсем (Пăва районӗнчи Элшел ялӗнчи Николай Юнгеров çыравçăн кӗçӗн мăнукӗсем) пирки тата пӗрре мар илтӗпӗр-ха. Чăваш шăпăрланӗсене вӗренӳре тата спортра ӳлӗмрен те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

(Спиридоновсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России