Çӗнӗ уйăхран вăя кӗнӗ улшăнусем
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре законсенчи темиçе пӗлтерӗшлӗ улшӑну вӑя кӗрет. Вӗсем налогсене, СИМ-карттӑсемпе усӑ курассине тата еткерлӗхе пырса тивеççӗ.
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен налог тӳлеменрен пулнă парăма судсӑр илме пултарать. Халиччен ӑна суд урлă кăна илме пултаратчӗç. Халь парӑмпа килӗшмесен заявлени çырмалла, кун пек чухне ыйтăва судра татса парӗç. Çак çӗнӗлӗх парӑмсене шыраса илес ӗçе ансатлатать.
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен çын хăй çине 20 SIM-карттӑран ытла регистрацилеймест Енчен те ытларах номер пулсан операторсен ытти номерсене хупма пултараççӗ. Çакна телефон ултавӗпе кӗрешес тата çынсене ултавçӑсенчен хӳтӗлес тӗллевпе йышăннă. Çын çине миçе СИМ-карттӑ регистрациленине Патшалăх услугисен порталӗ урлă тӗрӗслеме пулать. Палламан номерсене тупсан вӗсене онлайн мелпе е оператор офисне кайса пӑрахӑçламалла.
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен метанола тата ăна хутăштарса тунă шӗвексене ятарлӑ реестрта регистрациленнӗ компанисем е уйрӑм предпринимательсем çеç сутма пултарӗç. Ытти организацисем кун пек ирӗк пулмасть. Унсӑр пуçне шӗвексене пурнӑçшӑн тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ тесе палӑртмалла. Метанол – питӗ наркӑмӑшлӑ япала, вӑл час-часах наркӑмӑшланнин тӗп сӑлтавӗ пулса тӑрать. Улшăнусем унӑн çаврӑнӑшне тӗрӗслесе тăма тата ăна саккунсӑр сутасран сыхлама пулӑшӗ.
Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен еткерлӗхпе пӗрле çынна унăн парӑмӗсем те куçма пултараççӗ. Çӗнӗ саккунсемпе килӗшӳллӗн еткерçӗсене çакӑн пек обязательствӑсем çинчен малтанах пӗлтерӗç. Ку кӑмӑллах мар кӗтменлӗхсенчен хӑтӑлма, укçа-тенкӗ ыйтӑвӗсене татса пама хатӗр пулма май парӗ.
Çак улшӑнусене çынсен пурнӑçне çӑмӑллатас, хӑрушсӑрлатас тӗллевпе йышăннă. Вӗсем кулленхи пурнӑçӑн пӗлтерӗшлӗ енӗсене – налуксене, çыхӑнӑва тата финанс ыйтӑвӗсене – пырса тивеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев