Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсие кам ӳстерме пултарать?

Пенси виçи миçе çул ӗçленинчен тата мӗн чухлӗ пенси балӗ пухнинчен килет. Çак балсем, сăмахран, ачапа декретра ларнă вăхăтра парăнаççӗ.

Пенси коэффициентне 2015 çултанпа шута илме пуçланă. Пенсие 2015 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн тухнисен декрет отпускӗ вăхăтӗнчи балсем автоматла шутланаççӗ. Анчах 2015 çулччен тухнисен декретри вăхăт ӗç стажӗ пек кăна шутланă, пенси балӗсене шута илмен. Çавăнпа декретра пулнă хӗрарăмсем 2015 çулччен пенсие тухнă пулсан тӳлевсен виçине ӳстерме май пур.

Ку нумай ачаллă аннесемшӗн усăллă, уйрăмах вӗсем ачасемпе ларнă çулсенче официаллă ӗçлемен е сахал ӗçленӗ пулсан. Енчен те сирӗн шалу пысăк пулнă пулсан, çӗнӗрен шутлани усăллă пулмӗ, мӗншӗн тесен стажа пенси балӗсемпе улăштарни пенсин пӗтӗмӗшле виçине чакарма пултарать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Пенсионные выплаты стаж работы