Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пуян культурăпа паллашнă икӗ кун

Октябрӗн юлашки кунӗсенче Хусанта Çурçӗр Казахстан культурин кунӗсем иртрӗç

 

Октябрӗн 30-мӗшӗнче, Хусан Кремлӗн Присутственнăй вырӑнӗсенчи Курав залӗсенче икӗ пайран тăракан экспозици уçăлчӗ – «Ботай – культура Великой степи» ӳнерпе археологи куравӗ тата паллӑ казах сӑвӑçне, çутта кӑлараканне Магжан Жумабая халалланӑ архивпа документлă проект.

Çурçӗр Казахстан облаçӗнче вырнаçнӑ «Ботай Поселенийӗ» археологи палӑкӗ Казахстан Республикин культура бренчӗ пулса тăрать. «Ботай – культура Великой степи» экспозицире 46 пултарулӑх тата пленэр ӗçӗсем, çавӑн пекех хӑйне евӗрлӗ археологи артефакчӗсем: ӗç хатӗрӗсем, керамика изделийӗсем, ӑс-хакӑла кирлӗ япаласем. Кил-çурт макечӗсем те, авалхи производство площадкисене реконструкцилени те, юланутçăсен культурипе, йӑли-йӗркипе çыхӑннӑ япаласем те пур унта.

Проектӑн Магжан Бекенович Жумабайӑн (1893-1938) пурнӑçӗпе пултарулӑхне халалланӑ пайӗ чаплӑ сӑвӑç, педагог тата çутта кӑларакан, хальхи казах литературине никӗслекенсенчен пӗрин çинчен тӗплӗн каласа парать.

Экспозицие биографи материалӗсем, архив докуменчӗсем, XX ӗмӗр пуçламӑшӗнчи кӑларӑмсем, поэтӑн Ӗпхӳри, Омскри, Ташкентри, Мускаври, Хусанти тата Петропавловскри ӗçӗ-хӗлӗпе çыхӑннӑ сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе публикацисем кӗреççӗ.

Октябрӗн 31-мӗшӗнче Çурçӗр Казахстанра пурăнакансен юрри-кӗввипе К.Тинчурин ячӗллӗ театрта паллашрăмăр. Концерт программи чăннипех кăсăк пулчӗ: жанрсемпе те, артистсен пултарулăхӗпе те. Мӗне тăрать инклюзивлă ташă коллективӗн (артистсем илтмеççӗ) ташшине пăхса киленесси е Александр Алябьевăн Антон Дельвиг сăввипе хывнă «Соловей» романсне итлесси?! Казах халăх инструменӗсене калакан ансамбль тата?!

Хусансем уйăхран уйăх казах халăх культурипе çывăхрах та çывăхрах паллашаççӗ. Августра М.Джалиль ячӗллӗ театрта «Хан Султан. Алтын орда» (композиторӗ Хамит Шаналиев) оперăна пăхни-итленине манма та ӗлкӗрейменччӗ, XXI «Алтын минбар» кинофестивальте интереслӗ фильмӗсене пăхрăмăр. Халӗ Çурçӗр Казахстан культурипе паллашрăмăр.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дни культуры