Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çутта тавăракан элементсем машина çапса хăварас хăрушлăха 6,5 (!) хут чакарать

Кӗркуннепе хӗлле кун кӗскелнипе хăвăрт тӗттӗмленет. Шăп çакăн пек вăхăтра çул-йӗр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвӗ çивӗчленет. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре çулсем урлă çуран каçакана водительсем курса ӗлкӗрейменнипе пулакан çул-йӗр инкекӗсен шучӗ ӳсет.

Тутарстан патшалăх автоинспекцийӗ граждансене çутта тавăракан элементсемпе усă курмаллине асăрхаттарать. Вӗсене лайăх курăнакан вырăнсене, тум е сумка çине (уйрăмах çанăсем çине е сумкăн хӗррисене) çыпăçтармалла.

Çутта тавăракан элементсемпе усă курни çынсене машина çапса хăварас хăрушлăха 6,5 (!) хут чакарать.

Тутарстан патшалăх автоинспекцийӗ çакна тимлӗхре тытма сӗнет:

  1. Фарăсен çывăхри çутипе пыракан машинăн водителӗ умра çул урлă çуран каçакана 50 метртан кăна асăрхаять. Çутта тавăракан элеменчӗ пуррине вара 200 метртанах курать.
  2. Фарăсен инçе çутипе пыракан водитель умра çул урлă каçакана 100 метртан курать пулсан, элеменчӗ пуррине – 350 метртран.

Фактпа тавлашмалли çук, хамăрах куратпăр – уйрăмлăх пысăк. Хăвăртлăхпа пыракан машина тăрук чарăнса ӗлкӗрейменнине пурте пӗлетпӗр. Апла-тăк, çутта тавăракан элемент çуран çӳрекенӗн пурнăçне сыхласа хăвармалли хатӗр. Сăмах май, Беларуççире граждансем çутта тавăракан элементсемпе усă курассине законпах çирӗплетнӗ, пирӗн хальлӗхе сӗнӳ, асăрхаттару шайӗнче кăна-ха.

Тутарстанри патшалăх автоинспекцийӗ граждансене (ачасене кăна мар, аслисене те) тӗттӗмре çӳренӗ чух хăйсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтермешкӗн çутта тавăракан элементсемпе усă курмаллине асăрхаттарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество