News by date 4 July 2025
-
Наркотик сутакансене тытнă
Полици сотрудникӗсем Хусан çывăхӗнчи вăрманта вăрттăн вырăнсене наркотиксем хурса çӳрекен виçӗ çынна (пӗри çамрăк хӗрарăм) тытса чарнă.
-
Юрларăмăр, ташларăмăр чăвашла
Уяв лапамӗнче вырнаçтарнă «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Янра, хуткупăс» сценăсем çинче 100 ытла ансамбль, уйрăм юрăçăсемпе ташăçăсем, купăсçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Республикăри юрă-ташă ушкăнӗсемсӗр пуçне Самара облаçӗнчи Тольятти, Жигулевск хулисенчен, Шунтал районӗнчен, Ульяновск, Пенза облаçӗсенчен, Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчен, Пушкăрт Республикинчи Туймазы районӗнчен коллективсем инçе çула кӗскетсе Нурлата килнӗ.
-
Литература фестивалӗ Уявра çыравçăсене пухрӗ
Яланхи пекех чӑваш çыравçисем те хастар хутшӑнчӗç Уява. Кӑçал та калем ӑстисем валли ТР ЧНКА çумӗнчи Чӑваш çыравçисен союзӗ литература фестивалӗ йӗркеленӗ. Ӑна хальхинче чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Васильевич Иванов çуралнӑранпа 135 çул çитнине халалланӑ, çавӑнпа та çыравçӑсенчен нумайӑшӗ паллӑ поэтӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуларӗç. Хӑшӗ-пӗри хӑй К.Иванова халалласа сӑвӑ çырнӑ (вӗсене хаçатăн çак номерӗнчи 8-мӗш страницăра вулама пултаратăр).
-
Кавир çине 150 кӗрешӳçӗ тухрӗ
Чи вăйлисем кӗрешӳ кавирӗ çине тухрӗç. Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Сергеевич Огоневăн призӗшӗн иртекен йăлари Халăхсен хушшинчи XV турнира кăçал Тутарстан районӗсенчен, Чулхула, Самара облаçӗсенчен тата Чăваш Енрен тӗрлӗ ӳсӗмри 150 ытла кӗрешӳçӗ, çав шутра хӗрсем те, хутшăнчӗ.
-
«Уяв пики – 2025» – Ангелина Михайлова
Кӑçал республика Уявӗнче йӗркелекен «Уяв пики» конкурс 17-мӗш хут иртрӗ. Унта 13 пике хутшӑнчӗ: Лилия Артамонова (Нурлат хули), Мария Николаева (Чӑваш Республики, Елчӗк районӗ), Ольга Тербукова (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел ялӗ), Евгения Синдюкова (Çӗпрел районӗ, Чӑваш Çӗпрел ялӗ), Ангелина Михайлова (Çырчалли хули), Софья Березкина (Спас районӗ, Яшпашел ялӗ), Илиана Альмукова (Элмет районӗ, Патраклӑ ялӗ), Анастасия Михайлова (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Чакӑ ялӗ), Виктория Никонова (Пӑва районӗ, Чӑваш Шуршу ялӗ), Яна Федорова (Чистай районӗ, Анат Кӑтрата ялӗ), Валерия Павлова (Пӑва районӗ, Раккасси ялӗ), Карина Кашкарова (Нурлат районӗ, Майна ялӗ), Карина Зинькова (Элкел районӗ, Сиктӗрме ялӗ).