Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Литература фестивалӗ Уявра çыравçăсене пухрӗ

Яланхи пекех чӑваш çыравçисем те хастар хутшӑнчӗç Уява. Кӑçал та калем ӑстисем валли ТР ЧНКА çумӗнчи Чӑваш çыравçисен союзӗ литература фестивалӗ йӗркеленӗ. Ӑна хальхинче чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Васильевич Иванов çуралнӑранпа 135 çул çитнине халалланӑ, çавӑнпа та çыравçӑсенчен нумайӑшӗ паллӑ поэтӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуларӗç. Хӑшӗ-пӗри хӑй К.Иванова халалласа сӑвӑ çырнӑ (вӗсене хаçатăн çак номерӗнчи 8-мӗш страницăра вулама пултаратăр).

Литература фестивальне Тутарстанри чӑваш çыравçисем кӑна мар, ытти регионсенчен те (Чăваш Республикисӗр пуçне) ятарласах килнӗ. Пушкăртстанран «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ Юрий Николаев, Лидия Мавлютова-Шурçăлпа Алексей Емельянов поэтсем хутшăнчӗç. Самара облаçӗнчен Владимир Левуков паллă çыравçă хăйӗн мăшăрӗпе Зинаидăпа килсе çитнӗ. Ульяновск облаçӗнчен Елена Алексеева-Аксупипе Татьяна Ермилова-Никонорова пулчӗç. Хамăр республикăра ӗçлесе пурăнакан калем ăстисем те йышлăччӗ: Çӗпрел районӗнчен Наталия Клементьева, Юрий Адъютантов, Ирина Большакова, Лениногорскран Антонида Саушкина, Пăваран Анна Никонорова, Хусантан Евгений Турханпа Владимир Яковлев, Нурлатран Андриян Григорьев, Владимир Кашкаров, Геннадий Ендиряков, Владимирпа Ирина Бурайкинсем хастар хутшăнчӗç. Çыравçăсен сцени пӗр минутлăха та пушă тăмарӗ, уçă микрофон умне тухас текенсем тупăнсах тăчӗç. Калем ăстисем Уявра пӗр-пӗринпе тӗл пулма май пулнăшăн савăннине пытармарӗç.

Фестивале йӗркелекенӗ ТР ЧНКА çумӗнчи Чӑваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ертсе пыраканӗ асӑннӑ союзӑн пайташӗ, Нурлатри библиотека ӗçченӗ Маргарита Литта поэтесса пулчӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели 135-летие со дня рождения Константина Иванова Уяв-2025