Кавир çине 150 кӗрешӳçӗ тухрӗ
Чи вăйлисем кӗрешӳ кавирӗ çине тухрӗç. Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Сергеевич Огоневăн призӗшӗн иртекен йăлари Халăхсен хушшинчи XV турнира кăçал Тутарстан районӗсенчен, Чулхула, Самара облаçӗсенчен тата Чăваш Енрен тӗрлӗ ӳсӗмри 150 ытла кӗрешӳçӗ, çав шутра хӗрсем те, хутшăнчӗ.
Кӗçӗннисемпе аслисем уйрăмшар кавир çинче кӗрешрӗç. Спортсменсен шучӗ пысăккипе турнир каçченех тăсăлчӗ. Кашни ӳсӗм çулӗнче çӗнтернисене Александр Огоневпа Нурлат районӗн пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев кубокпа, Дипломпа тата укçан преми парса чысларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев