«Уяв пики – 2025» – Ангелина Михайлова
Кӑçал республика Уявӗнче йӗркелекен «Уяв пики» конкурс 17-мӗш хут иртрӗ. Унта 13 пике хутшӑнчӗ: Лилия Артамонова (Нурлат хули), Мария Николаева (Чӑваш Республики, Елчӗк районӗ), Ольга Тербукова (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел ялӗ), Евгения Синдюкова (Çӗпрел районӗ, Чӑваш Çӗпрел ялӗ), Ангелина Михайлова (Çырчалли хули), Софья Березкина (Спас районӗ, Яшпашел ялӗ), Илиана Альмукова (Элмет районӗ, Патраклӑ ялӗ), Анастасия Михайлова (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Чакӑ ялӗ), Виктория Никонова (Пӑва районӗ, Чӑваш Шуршу ялӗ), Яна Федорова (Чистай районӗ, Анат Кӑтрата ялӗ), Валерия Павлова (Пӑва районӗ, Раккасси ялӗ), Карина Кашкарова (Нурлат районӗ, Майна ялӗ), Карина Зинькова (Элкел районӗ, Сиктӗрме ялӗ).
Ытти çулсенчи пекех пикесен конкурсӗ иртекен сцена хăй тавра халăха йышлă пуçтарчӗ. Хӗрсем виçӗ тӗрлӗ конкурсра – «Хăйпе паллаштарни», «Пултарулăх номерӗ» тата «Асанне кӗпи» – хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Хисеплӗ жюри – ТР Наукăсен академийӗн Г.Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата искусство институчӗн аслă наука сотрудникӗ Людмила Шкляева, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Геннадий Ендиряков, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова, Çӳлту районӗнчи ЧНКЦ председателӗн çумӗ Вера Юнусова, СВОна хутшăнакан паттăрăн мăшăрӗ Кристина Кожеманова тата «Уяв пики – 2024» конкурс çӗнтерӳçи Анна Искендерова хакларӗç.
Мероприяти ТР Халăхсен ассамблейи, Халăхсен Туслăх Çурчӗ, ТР ЧНКА, «Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ, Вера Юнусова предприниматель тӗрев панипе иртрӗ.
Кам çӗнтерчӗ-ха кӑçал «Уяв пики» конкурсра? Паллаштаратпӑр:
3-мӗш вырӑна – «Сарпике» номинацие – Ольга Тербуковапа Яна Федорова; 2-мӗш вырӑна – «Маттур пике» номинацие – Виктория Никоновапа Евгения Синдюкова тивӗçрӗç. 1-мӗш вырӑна – «Уяв пики – 2025» титула – Ангелина Михайлова çӗнсе илчӗ.
Конкурса хутшăннă пикесене Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн, Нурлат район администрацийӗн, Альбинăпа Александр Алексеевсен ятарлă парнисемпе чысларӗç. Çӗнтерӳçӗ хӗре яланхи пекех тухья парнелерӗç.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев