News by date 7 May 2026
-
«Нечкэбил» конкурс арăмăн, амăшӗн илемне çӳле çӗклет
2004 çула пӗрремӗш хут иртнӗ чухне ТР Президенсӗ М.Ш.Шаймиев тӗрев панă. Ун чухнех ку конкурс обществăна кирли паллă пулнă. 2010 çултанпа ТР Президенчӗ пур енлӗн пулăшса пынă, халь ТР Раисӗ тӗрев парать. Конкурса йӗркелекенӗ «Под крылом семьи» ТР Регионăн обществăлла организацийӗ.
-
Парад. Салют тата хăрушсăрлăх... Аслă Çӗнтерӳ уявӗн программи
Майăн 9-мӗшӗнче Аслă Çӗнтерӳ кунне уявлатпăр. Çак кун Хусанта Парад, салют, «Вилӗмсӗр полк» та пулать, анчах кăшт урăхларах форматпа.
-
Пенсионер ултавçăсене 1,2 миллион тенкӗ тыттарса янă
Анат Камăра пурăнакан пенсионер ултавçăсен аллине лекнӗ, çавна пула 1,2 миллион тенкӗ ытла çухатнă. Кун пирки ТР ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
-
ТУТАРСТАН ШКУЛ АЧИСЕН 12 КОМАНДИ «ШКОЛЬНЫЙ БИЗНЕС-СТАРТ» ЧЕМПИОНАТĂН ФИНАЛНЕ ТУХНĂ
Ку проект ачасене шкул çулӗнченех бизнес сферăпа паллаштарса малашнехи çула тупма пулăшать. Проект пурнăçланма тытăннăранпа нумай шкул ачи хăйӗн бизнес-идейисене çын çине кăларма пултарнă.
-
«Госуслуги. Моя школа» приложенипе 10 миллион ытла çын усă курать
Приложени шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне вӗренӳ процесне тӗрӗслесе тăма, ачасен кулленхи пурнӑçне планлама пулӑшать. Сервис «Экономика данных» наци проекчӗ шайӗнче ӗçлет, шкул тата шкул тулашӗнчи тӗп тӗллевсене пӗр çӗре пӗрлештерет, çемьепе шкул хутшӑнӑвне меллӗрех те уçӑмлӑрах тӑвать. Паян унпа 10 миллион ытла çын усӑ курать.
-
Майăн 7-мӗшӗ — Радио кунӗ
ТР çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министрӗ Илья Начвин республика связисчӗсене професси уявӗпе саламланă.
-
Шкул ачисем Аксу волонтерӗсем патӗнче хăнара пулчӗç
Кивӗ Ӳсел шкулӗнче вӗренекенсем директорăн воспитани енӗпе ӗçлекен советникӗпе Людмила Николаевна Черновăпа Аксури «СВОих не бросаем» волонтер центрне çитсе курчӗç. Юхăма йӗркелекенсем – Александр Николаевич Скворцовпа Фоат Зайнуллинович Зайнуллин – ачасене кăмăллăн кӗтсе илчӗç.