Пенсионер ултавçăсене 1,2 миллион тенкӗ тыттарса янă
Анат Камăра пурăнакан пенсионер ултавçăсен аллине лекнӗ, çавна пула 1,2 миллион тенкӗ ытла çухатнă. Кун пирки ТР ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Малтан арçынна пенси фончӗн ӗçченӗ тесе пӗр хӗрарăм шăнкăравланă. Унăн ӗç стажӗн икӗ çулне шута илмен имӗш, çавна май ăна пенси çумне 2 000 тенкӗ хушма тӳлев илме май пуррине, ăна илме кирлӗ документсем хатӗрлесе уйрăма пымаллине пӗлтернӗ.
Унтан арçынна юрист тесе тепӗр çын шăнкăравланă. Вăл пӗрремӗш калаçакан хӗрарăм ултавçă пулнине, унăн шут çинчи укçине «упраса хăварас» тесен шаннă çын урлă вӗсене «декларацилемеллине» пӗлтернӗ.
Инструкцие пăхăнса арçын банка кайса укçа илме заявлени çырнă. Финанс учрежденийӗн ӗçченӗсем вăл ултавçăсен аллине лекме пултарни пирки асăрхаттасан та пенсионер укçа ачасене пама кирлӗ тесе каланă.
Тепӗр кунне вăл кассăран 1 272 500 тенкӗ илсе, суммăна пакета хурса паркра палламан çынна парса янă.
Аферистсем темиçе кунран укçана тавăрса пама шантарнă, анчах пенсионер укçана кӗтсе илеймен. Хальхи вăхăтра кун пирки уголовлă ӗç пуçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев