Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Парад. Салют тата хăрушсăрлăх... Аслă Çӗнтерӳ уявӗн программи

Майăн 9-мӗшӗнче Аслă Çӗнтерӳ кунне уявлатпăр. Çак кун Хусанта Парад, салют, «Вилӗмсӗр полк» та пулать, анчах кăшт урăхларах форматпа.

Яланхи пекех Парад Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче ирхине 10:00 сехетре пуçланать. Анчах çар техникисӗр, Мускаври пекех. Чăн малтан хăрушсăрлăхпа çыхăннă ку. Парадра Хусан гарнизонӗн салтакӗсем, Танк аслă çар училищин, аслă шкулсенчи çар кафедрисен курсанчӗсем, тӗрлӗ вăрçа хутшăннисем стройпа утӗç (тӳреме ирхине 9:00 сехет тӗлне çитсен черетсӗр кӗме май пулать, чи лайăх вырăн «Кремлевская» метро станцийӗ енчен). Легендарлă Т-34 танка, хальхи çар техникине вуçех курмастпăр тенине пӗлтермест ку, халăх ыйтнипе ятарласа курав йӗркелеме йышăннă кăçал. Май уйăхӗн 9-мӗшӗнче вăл кунӗпех «Майăн 1-мӗшӗ» тӳремре (Хусан Кремлӗ патӗнче) ӗçлет.

«Вилӗмсӗр полк» та пулать. Маршрут унчченхи пекех: Карл Маркс, Лобачевский, Кремлевская урамӗсем, Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗ. Акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйпе пӗрле çемье паттăрӗн (фронтовикăн, тыл ӗçченӗн, Ленинград блокадинче пулнин, концлагерь узникӗн, партизанăн) портречӗ кăна пулмалла. Колоннăсене кăнтăрла 12:00 сехетре яланхи вырăнсенчех йӗркелеме тытăнаççӗ. Акци 15:00 сехетре пуçланать.

Тӗнчери лару-тăрăва кура çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа Парадпа «Вилӗмсӗр полк» акци вăхăтӗнче Хусанта интернет çыхăнăвне вăхăтран вăхăта татнипе мессенджерсем, онлайн-тӳлевсем тата социаллă сетьсем лайăх ӗçлемессе пултарнине те асăрхаттарчӗç спикерсем. Çавăнпа тăванăрсем, юлташăрсем ан çухатчăр тесен вӗсене маларах каласа хума ан манăр. Ăçта тӗл пулмаллине калаçса татăлăр.

Май уйăхӗн 8-мӗшӗнче 18:00 сехетрен пуçласа май уйăхӗн 10-мӗшӗн 10:00 сехетӗччен Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремне машинăсем валли хупнипе транспорта ăçта хăварассине маларах шутлăр. Хусан центрӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех çав кунсенче çуран çӳрекенсен урамне çаврăнать.

Уяв кунӗсенче Хусанта обществăлла транспортăн (автобуссемпе троллейбуссен) маршрут схеми те улшăнать. Чăн малтан ку 6, 10а, 15, 22, 29, 30, 35, 35а, 47, 74, 75, 89 тата ытти автобус маршручӗсене пырса тивет.

Салют хыççăн çынсене киле хăвăрт таврăнма «Цирк» чарăнуран Батурин урамӗ еннелле – 22, 89, «Энергетика университечӗ» чарăнуран Декабристен урамӗ еннелле – 6, 10а, 15, 22, 47, 60, 62, 89, «Молодежный центр» чарăнуран Кремль дамби патнелле 10, 10а, 22, 30, 47, 74, 89 номерлӗ маршрутсем валли хушма автобуссем уйăраççӗ. Майăн 9-мӗшӗнче метро вăйлатнă режимпа ӗçлет.

Тата ăçта каймалла?

Çӗнтерӳ кунӗн программи анлă: Хусан Кремлӗнче 10:00 сехетре «Вальс Победы» патриотизм акцийӗ, «Стена героев» мемориал стенчӗ (унта хăвăр çемьен паттăрӗсен сăнӳкерчӗкне пичетлеме пулать), мастер-классем, çар кухни ӗçлет. Йышăну вырăнӗсен картишӗнче 17:00 сехетре «Домой с Победой...» спектакль;

Çӗнтерӳ паркӗ. Кадетсемпе юнармеецсен стройпа юрласа утни. «Фанфары Победы» гала-концерт, мастер-классем;

Бауман урамӗ «Этот день мы приближали как могли» 1945 çулхи майăн 9-мӗшне уявланин реконструкцийӗ.

Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗ. 19:00 «Поющая Казань» хорсен концерчӗ.

Салют Казанка юханшывӗ çийӗн 22:00 сехетре пулать. Чи лайăх курăнакан вырăнсем: Набережная, Миллениум кӗпер тата Кремль çумӗнчи сăрт.

Хăрушсăрлăх мерисем хальхинче çирӗпрех пулаççӗ: халăх нумай пухăнакан вырăнсене пăшал, касакан-чикекен хатӗрсем, наркотикла япаласем, кӗленче савăтсем, акоголь, термос илсе кӗме юрамасть, велосипедпа, самокатпа тата килти чӗрчунсемпе те кӗртмеççӗ.

Çаплах апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 11-мӗшӗччен Тутарстанра пушар хăрушсăрлăхӗн ятарлă режимӗ пулнине аса илтеретпӗр. Çак вăхăтра типӗ курăк, çӳп-çап çунтарма тата пиротехника яма юрамасть.

Хăвăрпа шыв (05, л), кăшт çырткаламалли илӗр, çанталăка пăхса тумланăр.

Ан манăр, Майăн 9-мӗшӗ ахаль уяв мар, хамăра мирлӗ пурнăç парнеленисене сума сунине, вӗсене манманнине пӗлтерекен кун.

(Михаил Захаров / «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: российское историческое общество