Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем Аксу волонтерӗсем патӗнче хăнара пулчӗç

Кивӗ Ӳсел шкулӗнче вӗренекенсем директорăн воспитани енӗпе ӗçлекен советникӗпе Людмила Николаевна Черновăпа Аксури «СВОих не бросаем» волонтер центрне çитсе курчӗç. Юхăма йӗркелекенсем – Александр Николаевич Скворцовпа Фоат Зайнуллинович Зайнуллин – ачасене кăмăллăн кӗтсе илчӗç.

Шкул ачисем центра лексен чи малтан волонтер юхăмӗн хăйне евӗр экспозицийӗпе паллашрӗç. Кунта кашни предмет – япала кăна мар, истори.

Фронтри боецсене пулăшакан хатӗрсене, инструментсене тата волонтерсен хăйсен аллипе ăсталанă япаласене  кăсăкланса пăхса тухрӗç.

Анчах чи кирли кунта, паллах, музей шăплăхӗ мар, ӗç вӗресе тăни. Волонтерсем хăнасене гуманитари тиевӗн кашни тапхăрӗпе паллаштарчӗç: пулăшăва çынсем илсе килнинчен пуçласа коробкăсене фронта ăсатма хатӗрлесси  таранах.

Центрта салтака апат-çимӗçпе тумтир кăна мар, маскировка та, кулленхи  япаласем те кирлине пӗлеççӗ. Ачасем çар çыннисем валли кирлӗ япаласем çӗленине курчӗç – кунта чăн-чăн ăстасем ӗçлеççӗ, вӗсен ылтăн аллисем пурнăçа çăлса хăварма пулăшаççӗ.

Шкул ачисем те  центра пушă алăпа килмен, вӗсенчен кашниех салтаксем валли  ăшă сăмахсем, киле хăвăртрах çӗнтерӳпе таврăнма сунса çырнă çырусем хатӗрленӗ.

Ачасем ырă ӗçе хутшăнни кунпа вӗçленмерӗ. Вӗсем çак кун  волонтер ӗçӗ мӗнле пулнине тӗрӗслеме пултарчӗç. Опытлă вӗрентекенсем ертсе пынипе шкул ачисем техникăпа позицисене тăшман куçӗнчен пытарма пулăшакан маскировка сеткине çыхма хутшăнчӗç. Арçын ачасемпе хӗрачасем  ятарлă «Леший» маскировка костюмӗ тăхăнса пăхрӗç. Вăл разведчиксемпе снайперсене пытанма, асăрхамасăр юлма пулăшать. Ку вăйă кăна мар – ачасем малти линири боецсене мӗн тери йывăр пулнине туйса илчӗç.

Шкул ачисем волонтерсене кашни кун тăвакан пӗлтерӗшлӗ, çăмăл мар ӗçсемшӗн тав туса юрă парнелерӗç.

Çакăн пек  экскурсисем ачасене пӗлтерӗшлӗ хаклăхсене ăнланма пулăшаççӗ – сисӗмлӗ пулма, Тăван çӗршыва тата унăн хӳтӗлевçисене юратма вӗрентеççӗ.

Ачасемшӗн  волонтерсемпе тӗл пулни экскурси кăна пулмарӗ, чăн-чăн ыркăмăллăхпа гражданла яваплăх урокӗ пулса тăчӗ.

Лидия ЧЕРНОВА. 

Аксу районӗ.

Кивӗ Ӳсел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево школьники #Волонтерство