ТУТАРСТАН ШКУЛ АЧИСЕН 12 КОМАНДИ «ШКОЛЬНЫЙ БИЗНЕС-СТАРТ» ЧЕМПИОНАТĂН ФИНАЛНЕ ТУХНĂ
Ку проект ачасене шкул çулӗнченех бизнес сферăпа паллаштарса малашнехи çула тупма пулăшать. Проект пурнăçланма тытăннăранпа нумай шкул ачи хăйӗн бизнес-идейисене çын çине кăларма пултарнă.
Республикăн тӗп хулинче 300 ачаран тăракан 32 команда дистанцилле майпа предприниматель задачисене шутланă. Ку проекта Элмет, Пăва, Заинск, Хусан, Менделеевск, Мензелинск, Çырчалли, Анат Кама, Нурлат, Чистай хулисемпе Апас, Пӗкӗлме, Камско-Усьтински, Сарман, Тукай, Тюлячи районӗсен командисем хутшăннă. Мероприяти «Школьный бизнес-старт» проект хӳттинче иртнӗ. Экспертсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе майăн 7-мӗшӗнчи финала 12 чи вăйлă команда тухнă. Вăл паян иртет.
Кашни команда республикăра тӗрлӗ сферăра – маркетинг коммуникацийӗсем, ача-пăча вӗрентӳ центрӗсем, фотоуслугăсем, металл тирпейлесси енӗпе ӗçлекен предпринимательсенчен 5 задача илнӗ. Кейссем бизнес ӗçӗпе çыхăннă анлă енсене пырса тивеççӗ. Çав шутра хăвăрт улшăнса пыракан рынокра конкурентлăха упраса хăварасси, вӗрентӳ программи шайӗнче кадрсене суйлассипе персонала мотивацилессин системине йӗркелесси, ача-пăча центрӗн территорийӗнчи кафе валли управляющи тупасси, клиент базине никӗслессипе потребительсен кăмăл туртăмне ӳстерессин механизмӗсене йӗркелесси.
ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наталья Кондратова палăртнă тăрăх, «Школьный бизнес-старт» республика проекчӗ тавра 2022 – 2025 çулсенче 45300 ачана пуçтарма пултарнă. Çак шутран 21 000 пӗчӗк хуласемпе ялсенчен. «Ку проект ачасен финанс пӗлӗвне тата предпринимательле шухăшлава, регион экономики валли кадрсен резервне йӗркеленме пулăшать. Тӗп кăтарту вăл – çул çитмен ачасем ӗç пӗлӗвӗпе активлăхне илни, тата харпăр бизнес-идейăсене аталантарма май пани», – тенӗ Наталья Кондратова.
«Школьный бизнес-старт» «Эффективная и конкурентная экономика» наци проекчӗ хӳттинче ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пурнăçланать. Ун йӗркелӳçисем – ТР Предпринимательствăна тӗрев парассин фончӗн «Мой бизнес» центрӗ, ТР Экономика тата Вӗрентӳпе наука министерствисем.
Сăнӳкерчӗк https://mon.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев