Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Нечкэбил» конкурс арăмăн, амăшӗн илемне çӳле çӗклет

2004 çула пӗрремӗш хут иртнӗ чухне ТР Президенсӗ М.Ш.Шаймиев тӗрев панă. Ун чухнех ку конкурс обществăна кирли паллă пулнă. 2010 çултанпа ТР Президенчӗ пур енлӗн пулăшса пынă, халь ТР Раисӗ тӗрев парать. Конкурса йӗркелекенӗ «Под крылом семьи» ТР Регионăн обществăлла организацийӗ.

«Нечкэбила» Тутарстан Республикинче пурăнакан, законпа мăшăрланнă, ачаллă çемьесем хутшăнма пултараççӗ. Конкурса хутшăнса мăшăр çемье йăлисене, хаклăхне çынсене кăтартать, ăруран ăрăва пыракан йăлисем çинчен каласа парть.

Конкурса хутшăнма çемьен укçа тӳлемелле мар.  

Кăçал «Нечкэбила» хутшăнас текенсен майăн 13-мӗшчен заявка парса ӗлӗкрмелле. Тӗплӗнрех nechkebil.ru сайтран пӗлме пулать.  Çакăн çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире «Нечкэбила» конкурсăн ертӳçи, ТР «Крепкая семья» ФПП Обществăлла канашӗн председателӗ Изольда Жуйкова каласа пачӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС Управлени пуçлăхӗ Эльвира Ахметова майăн 11-14-мӗшӗсенче Ӗпхӳре «Это у нас семейное» конкурсăн округăн çурма финалӗ иртни çинчен каласа пачӗ. Унта Атăлçи округӗнчен  280 ытла çемьерен 1,5 пин ытла çын пуçтарăнать. Вӗсем «Россия - страна возможностей» президент платформин проекчӗн финалне тухассишӗн тупăшӗç. Тутарстанран çурма финала 13 çемье хутшăнать.

Эльвира Фанисовна 2026 çулхи июнӗн 1 – 10-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри «Семья года» конкурсăн регионсен шайӗнчи тапхăрӗ иртнине, унта Тутарстанран иртнӗ çулсенче «Нечкэбил» конкурса хтшăннă çемьесене чӗнни çинчен каласа пачӗ.  

Тата тепӗр конкурс та çемьесемпе çыхăннă: шăп паян, майăн 7-мӗшӗнче III «О самом главном» республика конкурсӗ пуçланчӗ. Ун çинчен те каласа пачӗç спикерсем. Ку конкурса Тутарстан Республикинче пурăнакансем, 5 çултан хутшăнма пултараççӗ. Унăн тӗллевӗ ачасене воспитани парса ӳстернӗ чух çемье пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине ăнлантарса парасси пулса тăрать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество