News by date 13 January 2025
-
Тутарстанра Раççей Пичет кунӗ журналистсен ятарлă çар операцине хутшăннă тăванӗсене халалланă куравпа уçăлчӗ
Кăçал Раççейре те, Тутарстанра та Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртнă май РФ Пичет кунӗпе çыхăннă журналистсен тӗлпулу вырăнӗ улшăнчӗ.
-
Республикăра пурăнакансем «Пирӗн кил-картишӗнче-2025» сăнӳкерчӗксен конкурсне хутшăнма пултараççӗ
Тутарстанри общество палатипе «Татар-информ» агентство «А у нас во дворе-2025» конкурс пуçарса янă. Конкурса уйрăм е нумай хваттерлӗ çуртра пурăнакансем хутшăнма пултараççӗ.
-
Тутарстанран хӗллехи каникул вăхăтӗнче 6 пине яхăн ача лагерьте каннă
Çӗнӗ çул вăхăтӗнчи канмалли кунсенче 57 сывлăх сиплемелли организацисенче 5867 ачапа çула çитмен çамрăк каннă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ. Ачасен канăвне Тутарстанри 18 районти лагерь тата республика тулашӗнчи – Марий Элти «Илеть» лагерь тата Крым Республикинчи «Сэлэт-Ак Барс» çамрăксен центрӗ – йӗркеленӗ.
-
Ку эрне пур зодиак паллишӗн те ырă
Тӗрӗслӗх, килӗшӳ хуçаланать халь. Суту-илӳ тăвакансемшӗн ăнăçлă вăхăт – суясăр, ултавсăр иртет эрне. Тахçанхи юлташăрсемпе, тăванăрсемпе, ӗçтешӗрсемпе тӗл пулни кăмăлăра çӗклет. Укçа-тенкӗ хушма май пулать е тупăш кӳрекен сӗнӳ илетӗр. Ку эрнере пурнăçăра тӗрлӗ сферăра улăштарма май килет. Тен, эсир кун пек сюрпризсене йышăнма хатӗр те мар пулӗ. Çавăнпа тӗплӗн шутласа йышăну тума тăхтав илни лайăх.
-
Январĕн 13-мĕшĕнче Раççейри пичет ĕçченĕсем профессилле уява паллă тăваççĕ
Уява 1991 çултанпа паллă тăваççĕ. Пичет ĕçченĕсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламланă.
-
Ир çинчен тӗтреллӗ пулни – тухăçлă çул пуласса
• Кăрлач уйăхӗн 13-мӗшӗ – Мелания. Кăнтăрла тăман тустарсан – утă уйăхӗнче çумăр нумай çăвать, мăйăр ăнса пулать. Çак кун çуралнă çыннăн сиплевçӗ ăсталăхӗ пур.