Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран хӗллехи каникул вăхăтӗнче 6 пине яхăн ача лагерьте каннă

Çӗнӗ çул вăхăтӗнчи канмалли кунсенче 57 сывлăх сиплемелли организацисенче 5867 ачапа çула çитмен çамрăк каннă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ. Ачасен канăвне Тутарстанри 18 районти лагерь тата республика тулашӗнчи – Марий Элти «Илеть» лагерь тата Крым Республикинчи «Сэлэт-Ак Барс» çамрăксен центрӗ – йӗркеленӗ.

Министр палăртнă тăрăх, çак сменăсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансен 188 ачи, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенче пурăнакан 96 ача, сывлăх енчен çирӗп мар 6 ача та каннă.

2025 çул Тăван Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнăран лагерьсенче патриотла мероприятисем – ӳкерчӗксемпе юрăсен конкурсӗсем, киносемпе мультфильмсем пăхнипе, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсем çинчен каласа паракан  Асăнупа Паттăрлăх урокӗсем иртнӗ. Ачасен хушшинче сывă пурнăç йӗркине тата пурнăç хăрушсăрлăхне йӗркелес тӗллевпе тата  пултарулăха, кулинари хăнăхăвӗсемпе ăсталăха аталантарассипе тӗллевлӗ мероприятийӗсем пулнă, тăван енпе интереслентерес тесе наци (тутарла) вăййисемпе, тӗнчери çӗршывсемпе халăхсен культурипе чӗлхипе паллаштарнă.

«Канура чи пӗлтерӗшли – ачасен комплекслă хăрушсăрлăхне тивӗçтересси. Ведомство ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР Сывлăх сыхлав министерствипе, МЧСпа, Роспотребнадзорпа, ШӖМпе, Росгвардипе талăкӗпех пӗрле ӗçленипе хӗллехи сменăсем пăтăрмахсемсӗр иртрӗç. Çавăн пекех смена содержанийӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пурӗ 42 смена пулнă, çав шутра пултарулăх, гражданла-патриотла, спортпа сывлăха çирӗплетмелли, социаллă пурнăçпа педагогика, туризмпа таврапӗлӳ тата ыттисем», – каласа хăварнă министр.

Сăнӳкерчӗксем minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи 2025 ГодЗащитникаОтечества