Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрне пур зодиак паллишӗн те ырă

Тӗрӗслӗх, килӗшӳ хуçаланать халь. Суту-илӳ тăвакансемшӗн ăнăçлă вăхăт – суясăр, ултавсăр иртет эрне. Тахçанхи юлташăрсемпе, тăванăрсемпе, ӗçтешӗрсемпе тӗл пулни кăмăлăра çӗклет. Укçа-тенкӗ хушма май пулать е тупăш кӳрекен сӗнӳ илетӗр. Ку эрнере пурнăçăра тӗрлӗ сферăра улăштарма май килет. Тен, эсир кун пек сюрпризсене йышăнма хатӗр те мар пулӗ. Çавăнпа тӗплӗн шутласа йышăну тума тăхтав илни лайăх.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Финанс операцийӗсене ирттерме ăнăçлă кунсем. Енчен те эсир инвестор пек пӗр-пӗр проекта укçа хывасшăн пулсан, хăюллăнах шутланине тумалла. Килти ӗçсемпе вăхăта ирттернине çăлтăрсем ырлаççӗ. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Çак кунсенче пулни-иртнисем канăçсăрлантараççӗ сире. Тен, тахçан кӳрентернӗ çынсенчен каçару ыйтмалла, йăнăшсене тӳрлетмелле е ваннă япалана юсамалла. Хăвăра кӳрентернӗ çынсене те каçармалла сирӗн çак эрнере. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Творчество профессийӗпе ӗçлекенсемшӗн, предпринимательсемшӗн лайăх вăхăт пуçланать. Ума лартнă тӗллев патне çитме хăвăр тӗллӗн йывăр пулӗ, партнерсем тупмалла. Патшалăх ӗçӗнче ӗçлекенсен пӗтӗм вăйран тăрăшмалла. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Хальхи лару-тăру икӗ тӗрлӗ аталанма пултарать – чунăра çывăххине, хаклине тимлӗх уйăратăр е таврари çынсен чен ютшăнса объективлă шухăшлама  чарăнатăр. Кун пек чух килте ларса пӗччен юлма хушмаççӗ психологсем. Çулçӳреве тухни питӗ пулăшмалла сире. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Сирӗншӗн чăннипех хаваслă, хавхалануллă вăхăт: хӗрсене каччăсем сăнаççӗ, каччăсем килӗшнӗ хӗрпе туххăмрах пӗр чӗлхе тупаççӗ. Çăлтăрсем сире ку эрнере ал вăйӗпе тумалли ӗçсенчен пăрăнма хушаççӗ. Строительствăпа ӗçлекенсене çăмăл пулмасть.

 ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ют çӗршывсенчи çынсемпе çыру çӳретесси интереслентерет сире халь. Сирӗн тӗллев – аякран хыпар илесси, анчах хыпарçи сире кăмăла каять-тӗк, эсир унпа туслашма та хатӗр. Инçетре пурăнакансемпе хутшăну пуласса шанмасан та эсир тӗлпулу палăртма хирӗç мар.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ку эрнере сирӗн плансем пурнăçланасси иккӗленӳллӗ. Халӗ пуррипе кăмăллă пулмалла, ытларах ыйтса çăлтăрсене тарăхтармалла мар. Çак кунсенче чирлетӗр е аманатăр. Харкам пурнăçра та пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççӗ, çывăх çыннăрсемпе вăрçăнса каясран асăрханăр. Хăвăра питленӗшӗн тарăхса ан кайăр. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Хăвăр пӗлмен, ăнланман сферăра сирӗн пысăк проект хута ямалла. Çакă малтанах аптратать сире – çухалса кайнăн туятăр хăвăра. Анчах майӗпен ăсталăха алла илетӗр, ку хавхалантарать. Канмалли кунсенче пӗрер комеди пăхса, мунча кӗрсе кăмăлăра çӗклӗр. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Халь сирӗн нимӗн те тăвас килмест, «пурăнмалăх вăй юлман» тени шăп çакăн пек вăхăта сăнлать пулӗ. Хăвăра япăхрах туйсан – пуç ыратать, сыпăсем сӗрлеççӗ – тӳрех врачсем патне каймалла. Чир хăвăрт аталанса шала каяс хăрушлăх пур. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрне сирӗншӗн çанă тавăрса ӗçлеме лайăх. Анчах ӗçе пуçăниччен хăвăр валли план тăвăр (пӗр ахаль вăя пӗтериччен). Кунӗпе ӗçлесе ӗшеннӗ хыççăн каçсерен уçă сывлăшра утса çӳрӗр. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Самай маларах шутласа хунă ӗçсенчен хуть хăшне пуçăнсан та ăнăçлăн илсе пыратăр халь. Апла пулин те çакăнпа хавхаланса пит хыпаланса ӗçлеме хушмаççӗ çăлтăрсем. Ку эрнере ăс-хакăлăра ӳстерме те меллӗ. Ыркăмăллăх ӗçӗсем туни, чиркӗве çӳрени чуншăн аван пулӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çак кунсенче сирӗн пӗр вырăнта лармалла мар, васкавлăрах пулмалла. Профессири  пултарулăхăра шăпа тӗрӗслесех тăрать. Кăшт хумханма та тивни пирки халех систереççӗ çăлтăрсем. Хăвăра мӗн кирлине ăнланса илсен тин малалла кайма пултаратăр.

«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп