Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ир çинчен тӗтреллӗ пулни – тухăçлă çул пуласса

• Кăрлач уйăхӗн 13-мӗшӗ – Мелания. Кăнтăрла тăман тустарсан – утă уйăхӗнче çумăр нумай çăвать, мăйăр ăнса пулать. Çак кун çуралнă çыннăн сиплевçӗ ăсталăхӗ пур.

• Кăрлач уйăхӗн 14-мӗшӗ – Василий. Кивӗ Çӗнӗ çул кун сивӗ, юр çăвать е тӗтреллӗ – çулла ăшă та тухăçлă пулать, çуркунне кая юлса килет. Çӗнӗ тум тăхăнни ăнăçу кӳрет. Çак кун çуралнă çын пуян пулать. 

• Кăрлач уйăхӗн 15-мӗшӗ – Сильвестр. Автансем сӗре ир авăтма пуçласан – ăшăтасса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăл-йăл çиçеççӗ-тӗк – сивӗ кунсем вăрахчен тăраççӗ, аран курăнаççӗ пулсан – ăшăтасса. Çак кун çуралнă çынсем аван ветеринар пулаççӗ.

• Кăрлач уйăхӗн 16-мӗшӗ – Гордей. Çанталăк ку кун мӗнле – пуш уйăхӗнче те çапла пулать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – çуркунне ир килет. Çак кун çитӗнӳсемпе мухтанмалла мар – куç ӳкерме пултарӗç. 

• Кăрлач уйăхӗн 17-мӗшӗ – Феоктист. Ирхине тавралăха çăра тӗтре карса илнӗ – çурхи тырăсем ăнса пулӗç. Кун уяр, тӳпе пӗлӗтсӗр – нарăс уйăхӗ сивӗ пулать.

• Кăрлач уйăхӗн 18-мӗшӗ – Кăшарни умӗнхи кун. Юр нумай çусан тырпул тата хуратул ăнса пулать. Çак каç алăк-чӳречепе алăк суллисем çине пурăпа хӗрес çырса тухмалла. 

• Кăрлач уйăхӗн 19-мӗшӗ – Кăшарни. Кунӗпе çил-тăман вӗçтерсен Çăварнире те çавăн пек çанталăк пулать. Кăшарнире тӗне кӗнӗ çынсем вăрăм ӗмӗрлӗ тата телейлӗ пулаççӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы