Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстанра Раççей Пичет кунӗ журналистсен ятарлă çар операцине хутшăннă тăванӗсене халалланă куравпа уçăлчӗ

Кăçал Раççейре те, Тутарстанра та Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртнă май РФ Пичет кунӗпе çыхăннă журналистсен тӗлпулу вырăнӗ улшăнчӗ.

Раççей Пичет кунӗ кăçал «Тутарстан Республикин Çарпа авиацие тата флота тӗрев парассипе ирӗклӗ обществи (ДОСААФ)» регионри обществăпа патшалăх пӗрлешӗвӗн çуртӗнче иртрӗ. Тӗлпулу вырăнне кăçал Раççейре те, Тутарстанра та Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне халалласа палăртнă.

Асăннă пысăк пулăмсене шута илсе тата сума суса ятарлă çар операцине хутшăннисемпе курав йӗркеленӗ. Пӗри Раççей Геройӗсене халаллани, тепри – «ТАТМЕДИА» АО шутне кӗрекен МХХсен сотрудникӗсен СВОна хутшăннă тăванӗсене.

Раççей Геройӗсем хушшинче чăвашсем сахал мар – Владимир Козин, Михаил Марцев, Расим Баксиков (кукамăшӗ енчен унра  чăваш юнӗ пуррине шута илсе ăна та хамăрăн тесе шутлатпăр). Шел те, Раççей Геройӗсенчен пурте сывă мар паян, нумайăшне паттăр ятне вилнӗ хыççăн панă. Çавсен хушшинче пирӗн Владимир Козин та.

Çӳлерех çыртăмăр ӗнтӗ «ТАТМЕДИА" шутне кӗрекен хаçат-журналсен редакцийӗнче ӗçлекенсен СВОна хутшӑннӑ тӑванӗсем çинчен курав йӗркеленине. 28-ăн вӗсем «Татмедиа» çемйинче, çав шутран 6-шӗ тăван çӗршыва хӳтӗлесе паттăрла пуç хунă. 

«Сувар»  хаçатӑн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, веб-редакторӗн Оксана Бердникован шӑллӗ Сергей Колпаков, SMM-специалисчӗн Ксения Романован тетӗшӗ Алексей Романов кӗнӗ  вӗсен ретне. Журналистсен шутӗнчен кайнисем сахал мар паян ятарлă çар операцийӗнче.

Яланхи пек пичет тата массăлла коммуникацисен отраслӗнче ӗçлекенсене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин килчӗ.

«Татмедиа» ӗçченӗсене, журналистсен корпусне, хаçат-журнал редакторӗсене, телевиденире ӗçлекенсене радио-маçтăрӗсене пӗрре мар кун пирки каланă, тепре те калатăп – сирӗн пысăк та çăмăл мар ӗçӗрсӗр пӗр власть органӗ те кирлӗ пек пурăнма пултараймасть, ӗçлеймест. 2024 çула историе ăсатрăмăр, çăмăл пулмарӗ вăл. Мӗнпурин çинчен тӗрӗссине çынсене вăхăтлă та оперативлă пӗлтерсе тăмалла пулчӗ сире. Çак яваплă ӗçе эсир тивӗçлӗ пурнăçларăр, – терӗ уявпа саламласа Фарид Мухаметшин. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ республикăри журналистсен корпусӗ вăйлă аталаннине палăртса ун ӗçне парламент ӗçӗпе танлаштарчӗ. – Журналистсемпе парламентарисен ӗçӗ пӗрешкелрех. Унта та, кунта та тӗрлӗ шухăшсем пур. Анчах чи кирли – яваплăх. Эпир сирӗнпе республика ертӳçисепме пӗрле пӗр лава туртатпăр, нумай нациллӗ республика халăхӗшӗн ӗçлетпӗр», – терӗ парламент пуçлăхӗ. Уйрăммăн ятарлă çар операцийӗ пыракан çӗрте ӗçлекен журналистсене, Лисичанскпа Рубежное хулисенче пурăнакансем çинчен çыракансене тав турӗ. Юлашкинчен ку çулта хыпарсем ырă пулччăр тесе сунчӗ.

Пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев ДОСААФ ӗçченӗсене мероприятие ирттерме май туса панăшăн тав турӗ, журналистсемпе пичет ӗçченӗсене профессилле уявпа саламласа çитӗнӳсем сунчӗ.

«Кăçал эпир Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртатпăр. Çак тӗллевпе патриотизмла воспитанипе, вăрçă çулӗсенчи çӗршывăн паттăрлăхӗпе çыхăннă чылай мероприятие çутатма тивӗ. Умра пысăк ӗçсем. Пурне те уявпа саламлатăп», – терӗ Айдар Салимгараев. 

Мероприятире Хусан федераллă университечӗн Социаллă философи наукисен тата массăлла коммуникацисен институчӗпе «Татмедиа» республика агентстви пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӳ çирӗплетрӗç.

Юлашкинчен ӗçре палăрнисене ТР Раисӗн, ТР Патшалăх Канашӗн, ТР Министрсен Кабинечӗн Тав çырăвӗсемпе, «Татмедиа» республика агентствин Хисеп хучӗсемпе тата Тав çырăвӗсемпе наградăларӗç.  

Ирина ТРИФОНОВА.    

Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗсем, «Татар-информ» ИА. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сми