News by date 13 February 2025
-
Çӗнӗ наци проекчӗ ял хуçалăхне ӗçченсемпе тивӗçтерӗ
Экологи, çутçанталăкпа усă курассин, агропромышленость тата апат-çимӗç политикин комитечӗпе ун çумӗнчи экспертсен канашӗн пӗрлехи ларăвӗ иртрӗ. Кун йӗркинчи ыйтусем тӗпрен илсен Тутарстан Республикинчи ял хуçалăхне комплекслă аталантарма йышăннă законсене улшăнусем кӗртессипе çыхăннă. Ларăва Патшалăх Канашӗн председателӗн çумне Марат Ахметов хутшăнчӗ.
-
ГТО нормисене 671 182 çын панă
Пӗтӗм Раççейри «Готов к труду и обороне» физкультурăпа спорт комплексне 2024 çулта пурнăçа кӗртни, паянхи кун тӗлне республикăри хуласемпе районсенче тестировани иртме 55 центр тата 385 вырăн йӗркелени пирки, Тутарстанра пурăнакансен пысăк йышпа программăна хутшăнма май пуррине «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев тата ТР «Готов к труду и обороне» РОО ӗç тăвакан директорӗ Артур Сабитов каласа панă.
-
«День Победы — страницы памяти» фотоконкурс пуçланчӗ, хутшăнмасăр ан юл!
Февралӗн 10-мӗшӗнчен Тутарстанра Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалласа «День Победы — страницы памяти» фотоконкурс пуçланчӗ. Положени тăрăх, конкурса республикăра пурăнакан 7 çулти ачаран пуçласа пурте хутшăнма пултараççӗ. Ветерансен вăрçă вăхăтӗнчи, хыççăнхи е хальхи сăнӳкерчӗкне (5 штукран ытла мар) сканласа вырăсла е тутарла кӗске аннотаципе (хăçан ӳкернӗ, сăнӳкерчӗкре кам ӳкерӗннӗ, пулăм, мӗн туни тата ыттине çырмалла) konkurspobeda85@gmail.com электронлă адреспа е https://t.me/milliardtatarbot телеграмм бота апрелӗн 10-мӗшӗччен ямалла.
-
«Çӗнтерӳ пуйăсӗ» Тутарстана килет!
Поезд çинчех вырнаçнă куравпа февралӗн 15-мӗшӗнче Ешӗлвар хулинче (10.00 –16.00 сехетре, юлашки ушкăна 15:20 кӗртеççӗ), 16 — 18-мӗшӗсенче Хусанта (10.00 –17.00 сехетре, юлашки ушкăн 16:20) паллашма пулать.
-
Çветтуй Валентин кунӗ Хӗвеланăçпа çыхăннă уяв
Раççейре Валентин кунӗ питӗ хăвăрт йăлана кӗнине, ку пирӗн çӗршывра çакăн пек уяв пулманнипе çыхăннине пӗлтернӗ «Татар-информ» агентства республикăри ачасен прависемпе уполномоченнăйӗ Ирина Волынец.